АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хăтлă хваттерсем пулĕç

00:00 04 февраля 2011 г.

Иртнĕ çул сентябрь уйăхĕнче Вăрмар поселокĕнчи Некрасов урамĕнчи 12-13-мĕш çуртсенче пурăнакансем пысăк шар тÿснĕ. Пушар çемьесене нимсĕр хăварнă. Инкеке лекнĕ çынсене пулăшма Чăваш Республикин хула строительствин тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министерстви 7 миллион тенкĕ уйăрнă. Вырăнти бюджетран 1 млн. 200 пин тенкĕ хушнă. Программăна пурнăçа кĕртме кăçал 4 млн. 184 пин тенкĕ субсиди уйăрма палăртнă. Çакă хĕрĕх çынна вун икĕ хăтлă хваттерте пурăнма май парĕ. Нумаях пулмасть поселокри Порфирьев урамĕнчи 24 хваттерлĕ çĕнĕ çуртра пулса куртăмăр. Унăн пĕрремĕш подъезчĕ хута кайнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксен тăлăх арăмĕсем - 6 çын - асăннă çуртра хваттерсем илнĕ. Çавăн пекех Некрасов урамĕнчи 12-13-мĕш çуртсенче пушара пула инкек тÿснисем те асăннă çуртра хваттерсем илĕç. Хальхи вăхăтра кунта иккĕмĕш подъезда хута ярассипе «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин ĕçченĕсем пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ.

Г.Смирнов, А.Дмитриев, В.Романов, Д.Иванов, А.Груздьев каменщиксем, П.Григорьев сварщик, П.Гафитуллин сантехник тăрăшса вăй хураççĕ. Вĕсен ĕçне Юрий Геннадьевич Васильев прораб йĕркелесе пырать. Кунта çут çанталăк газĕ, электричество çути кĕртнĕ, хваттерсенче штукатурка ĕçĕсем тăваççĕ тата ытти ĕçсем пурнăçлаççĕ. Асăннă çуртăн иккĕмĕш подъездне март уйăхĕн вĕçĕнче хута яма палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика