00:00 28 января 2011 г.
ЧР Президенчĕн «Чăваш Республикинчи çамрăк граждансене патшалăх пулăшăвне парассине вăйлатасси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн çамрăксемпе студентсене творчествăра, вĕренÿре, тĕпчев ĕçĕнче, наукăра, спортра, обществăлла ĕçсенче пысăк ÿсĕмсем тунăшăн кашни çулах ятарлă стипенди параççĕ. Кăçал ăна пирĕн Вăрмар районĕнчи В.Андреева (В.Ярды ячĕллĕ Шупашкарти олимп резервĕсен шкулĕнче вĕренекен), В.Петрова (Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта информатика предметне вĕрентекен), Н.Шестова («Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин чăх-чĕп пăхаканĕ), М.Семенова (В.Ярды ячĕллĕ Шупашкарти олимп резервĕсен шкулĕнче пĕлÿ пухакан), С.Антонов (Шупашкарти 8-мĕш номерлĕ олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн вĕренекенĕ), К.Иванов (Мускаври автомобильпе çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕн студенчĕ) асăннă стипендие тивĕçрĕç. Вĕсем кашни уйăхра 1830 тенкĕ ятарлă стипенди илме тытăнĕç.