00:00 25 января 2011 г.
«2011-2020 çулсем: Вăрмар районĕнчи çамрăксем» районти тĕллевлĕ программăна пурнăçласа Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин январĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 23-мĕшĕччен массăллă оборона спорт уйăхлăхĕ ирттерме палăртнă. Унăн тĕллевĕ - çитĕнсе пыракан ăрăва çарпа патриотизмла воспитани парасси. Ăна пурнăçласа райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин, культурăпа архив ĕçĕн пайĕсем, физкультурăпа спорт секторĕ, республикăри çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайĕ, Раççей ДОСААФĕн вырăнти уйрăмĕ йĕркеленипе спорт, культура учрежденийĕсенче, шкулсенче, хула, ял тăрăхĕсенче тĕрлĕ мероприятисем иртĕç. Ĕçлĕ ушкăн çак тĕлĕшпе туса ирттермелли ĕçсен планне хатĕрлесе çирĕплетнĕ.