00:00 21 января 2011 г.
Районти çулсене халĕ юртан тасатассипе «Чăвашавтодор» акционерсен уçă обществин Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство участокĕ пысăк тăрăшулăх кăтартать. Çил-тăманлă çанталăкра вĕсем республика пĕлтерĕшлĕ, район территорийĕнчи çул-йĕрсене юртан тасатассипе тăрăшаççĕ. Кун пек вăхăтсенче ирхине ирех пуçласа сĕм çĕрлеччен тăрăшса вăй хураççĕ. Хальхи вăхăтра С.Федотов, А.Антонов, А.Артемьев, Б.Савельев тата ытти водительсем, рабочисем Кивĕ Вĕренер, Çĕнĕ Вĕренер, Энĕшпуç, Шăхаль ялĕсем патне çитекен çулсене юртан тасатассипе ĕçлеççĕ. Кăçалхи январĕн 20-мĕшĕ тĕлне çак ĕçсене пурнăçлама 7 единица техника тухнă.
«Иртнĕ çул республика тата район бюджечĕсенчен çул-йĕрсене пăхса тăма пурĕ 10 миллион та 42 пин тенкĕ уйăрнă. Кăçал вара 9 миллион та 930 пин те 200 тенкĕ уйăрма пăхнă. Январь уйăхĕнче çулсене юртан тасатма республика, район бюджетĕнчен 883 пин тенкĕ уйăрма палăртнă», - терĕ райадминистрацин строительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов.