АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Камăн шалăвĕ чи пысăкки?

00:00 18 января 2011 г.

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республикинчи организацисен ĕçченĕсен номиналлă шутласа паракан ĕç укçийĕ 2010 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенче вăтамран 12619,0 тенкĕпе танлашнă. 2009 çулхи çав тапхăрпа танлаштарсан 11,0 процент ÿснĕ. 2010 çулхи ноябрьте 2009 çулхи ноябрь уйăхĕнчи ĕç укçинчен 15,3 процент ÿснĕ, 13558,7 тенкĕпе танлашнă.

Халăхăн чăн ĕç укçи (хаксен потребитель индексне шайлаштарсан) асăннă тапхăрта 103,9 процент пулнă.

Пĕлтĕр январь-ноябрь уйăхĕсенче финанс ĕç-хĕлĕнче шалу чи пысăкки пулнине палăртмалла. Республикăри вăтам шайран - 1,9 хут пысăкрах. Ял хуçалăхĕнче, сунар тата хушма пулăшу парассипе çыхăннă ĕç-хĕлре вăтам шайран 40,9 процент пĕчĕкрех. Культура, спорт енĕпе тăрăшакансен те тупăшĕ пысăках мар.

Шупашкарти организацисен, пĕчĕк предпринимательлĕхе шутламасăр, ĕçченĕсем ытларах тупăш илнĕ - республикăри виçерен 16,3 процент. Чи пĕчĕкки Улатăр районĕнче - 42,5 процент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика