00:00 24 декабря 2010 г.
«Çут çанталăк çине мĕнлерех пăхассипе граждансен экологи яваплăхне тата культурине тытăмлăн ÿстерсе тĕпрен улăштармалла», - тесе палăртнă Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура. Çĕр çинче пурăнакан кашни çыннăн тÿрĕ тивĕçĕ çитес ăрусемшĕн çут çанталăк пуянлăхĕсене сыхласа хăвармаллине тата Чăваш Ен сăнарне инвестици хывма илĕртÿллĕ, туризм ĕçĕшĕн ăнăçлă регион пек йĕркелессипе ĕçлемеллине те палăртнă Çырура. « Çак шухăшсене тĕпе хурса ĕçлемелле те ĕнтĕ пирĕн», - терĕ райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ, райадминистраци çумĕнчи эпидемие хирĕç кĕрешекен санитари комиссийĕн председателĕ Ю.Соколов черетлĕ ларăва уçнă май. Республика Президенчĕ М.Игнатьев тирпей-илемшĕн тăрăшать пулсан, пирĕн мĕншĕн алă усса лармалла. Тасалăхпа тирпейлĕх чи малти вырăнта пулмаллине палăртрĕç комисси членĕсем те. Çавна май харпăр хăй килĕсенчен тухса тăкакан çÿп-çапсемпе ытти каяшсене вăхăтра илсе тухса тăмалли пирки тата сиенлĕ ртуть кăларакан люминесцентлă электричество лампочкисене юрăхсăра тухнă хыççăн тĕрĕс утилизацилемелли çинчен сăмах тапратрĕç. Ку ыйтусемпе районти «Урмарыводхоз» МУП директорĕ Ю.Иванов тухса калаçрĕ. Юрăхсăра тухнă люминесцентлă электричество лампочкисене районти предприятисемпе организацисем тата уйрăм çынсем вĕсен предприятине - «Урмарыводхоза» ĕнтĕ - пырса пама пултарасси пирки те пĕлтерчĕ.
Ăçта вараламаççĕ çавăнта таса. Тирпейлĕхпе тасалăх - çитĕнÿсен палли пулнине палăртрĕç ларура. Апла пулсан район территорийĕнче таса та тирпейлĕ пулмаллах.