00:00 19 ноября 2010 г.
Çĕрпÿ хулинче иртнĕ «Раççей ачисем - тарăн пĕлÿллĕ тата çирĕп сывлăхлă» республикăри физкультурăпа вĕрентÿ фестивальне Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп тата Пысăк Енккассинчи вăтам шкулсен командисем хутшăннă. Ăмăртусене хутшăнса спортсменсем вырăнтан тăршшĕпе сиксе, арçын ачасем турник çинче туртăнса, хĕр ачасем алă çинче çĕкленсе, шывра ишсе ăмăртнă, баскетболла вылянă.
Арçын ачасен тата хĕр ачасен командисем баскетболла выляса тăваттăмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Фестивале хутшăннă 25 командăран Чупайсем 10-мĕш вырăн йышăннă.