00:00 12 ноября 2010 г.
Çил-тăвăла пула Тикаш ялĕнчи икĕ шыв башни те йăванса кайнă. Çавна май хăйсен ентешĕсене шывсăр хăварас мар тесе иккĕмĕш номерлĕ Вăрмарти пĕр мандатлă суйлав округĕн депутачĕ В.Иванов, вун çиччĕмĕш номерлĕ Шăхальти пĕр мандатлă суйлав округĕн депутачĕ Н.Зайцев шыв башнине юсассипе тĕрлĕ строительство материалĕсемпе тата транспортпа пулăшнă. Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов йĕркелесе пынипе Ленин урамĕнче вырнаçнă шыв башнине юсас ĕçре М.Софронов, Н.Кудрявцев, Р.Павлова, В.Илюхин, В.Михайлов, Н.Павлов тăрăшса вăй хунă. Çĕнтерÿ урамĕнчи шыв башнине юсас ĕçре вара Хĕрлĕçырти А.Петров тата Шăхальти С.Федоров пысăк тăрăшулăх кăтартнă. «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи кран уйăрнипе шыв башнисене вырнаçтарса лартнă. Халĕ вĕсем пурте тĕрĕс-тĕкелех ĕçлеççĕ.