00:00 09 ноября 2010 г.
Ача çемьене телей илсе килет, вăлах çемьене çирĕплетекенĕ те. Кил-çуртра ача сасси пулсан çемье тулли шутланать.
Ача çуратакансене патшалăх енчен те пулăшу пама пуçлани савăнтарать. Йăлана кĕнĕ тăрăх районта ача амăшĕсене чаплă лару-тăрура амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене параççĕ. Иртнĕ кунсенче районти пенси фондĕнче патшалăх сертификачĕсене И.Никонорова, И.Кузьмина (Вăрмар поселокĕ), Т.Васильева (Саруй ялĕ) ача амăшĕсем илнĕ. Ку савăнăçлă саманта райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин хутшăннă, амăшĕсене ырлăх-сывлăх, телей сунса ачасене патшалăха юрăхлă пăхса ÿстерме ăнăçу суннă.
Çулталăк пуçланнă тĕле районти пенси фондне ача амăшĕн капиталĕ илме тесе 136 заявлени килсе кĕнĕ, вĕсенчен 131-шне патшалăх сертификатне панă.