00:00 09 ноября 2010 г.
Районта ял çыннисем «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртессипе активлăх кăтартаççĕ, хуçалăхсене аталантармалли çăмăллăх кредичĕсене илеççĕ. Çулталăк тăршшĕпе 341 хуçалăх 48 миллион та 850 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ.
Ял халăхĕ патшалăх паракан пулăшупа усă курса техника, ăратлă выльăх-чĕрлĕх туянать, хуралтăсем хăпартать, çĕнĕрен юсать.