00:00 28 сентября 2010 г.
Чăваш Республикинче 112,5 пин ытла федераллă çăмăллăхпа усă куракансем - инвалидсем, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем, хĕрÿ вырăнсенче çапăçура пулнисем, вăрçă ветеранĕсен тăлăх арăмĕсем, радиаци катастрофине лексе асапланакансем. Вĕсенчен 29,7 пинĕ социаллă пакетпа е унăн пайĕпе усă кураççĕ. Çул пуçланнăранпа 4,5 пин ытларахăшĕ социаллă пакета илме килĕшмесĕр заявлени çырса панă. Социаллă пакета çĕнĕрен илес тесе 222 заявлени панă. Пĕр пакет хакĕ 705 тенкĕ те 10 пуспа танлашать, çав шутра медицина енĕпе (врачсем çырса панипе тÿлевсĕр эмелсем илесси тата санаторисене сывалма каясси) - 627 тенкĕ, транспортпа çÿресси - 78 тенкĕ те 10 пус. Енчен те эсир 2011 çулта социаллă пакет илес мар тетĕр пулсан - укçан илме, е укçа вырăнне социаллă пакет илес тесен районти пенси фондне октябрĕн 1-мĕшĕччен заявлени килсе памалла. Мĕнле пулнă çавăн пекех хăварас тесен пенси фондне килмесен те пултаратăр.