00:00 24 августа 2010 г.
Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен эстафетине сентябрĕн 5-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕн тĕп стадионĕнче ирттерме палăртнă. Ăмăрту пилĕк ушкăнпа иртет, 12 сехетре пуçланать.
1. «Спорт çемйисем». Çак ушкăна ашшĕпе амăшĕ тата 12 çул тултарман ача хутшăнать. Арçынсем - 400 , хĕрарăмсем - 300, ачасем 100 м чупаççĕ.
2. «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем». Команда йышĕ 6 çынран (3 каччăпа 3 хĕр) тăрать: пурте 400 метрлă дистанцире тупăшаççĕ.
3. «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсем». Командăра 10 çын ( 5 каччăпа 5 хĕр), вĕсем 400 метрлă дистанцире чупаççĕ.
4. «Ял тăрăхĕсен пĕрлештернĕ ушкăнĕсем». Йышра 3 арçынпа 2 хĕрарăм, вĕсем 400 м чупса ăмăртаççĕ.
5. «Предприятисемпе организацисен, учрежденисен пĕрлештернĕ ушкăнĕсем» йышра 3 арçынпа 2 хĕрарăм, 400 м чупаççĕ.
Ушкăнсенче пĕрремĕш вырăна тухнă командăсене дипломсемпе кубоксем, хутшăнакансене медальсемпе наградăлаççĕ, çитес çулăн çур çулĕшĕн район хаçатне çырăнса параççĕ. Малти вырăна тухнă командăсем сентябрĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарта «Олимпийский» стадионта «Советская Чувашия» хаçат йĕркелесе ирттерекен эстафета чупăвне - Прессăсен спорт фестивальне - хутшăнаççĕ.
Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 2-31-38, 2-15-76.
«Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ.