00:00 20 августа 2010 г.
Кăçалхи çул ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм, Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн, Вĕрентÿ министерствисем, «Советская Чувашия» хаçат А.Николаев космонавт летчика халалласа ирттерекен эстафета чупăвне - Прессăн спорт фестивальне - йĕркелет. Вăл икĕ тапхăрпа иртет: пĕрремĕш тапхăр - хуласемпе районсенчи вырăнти хаçатсен парнисене çĕнсе илессишĕн эстафетăсем пулĕç, иккĕмĕш тапхăр - финал ăмăртăвĕ, ăна сентябрĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарта, «Олимпийский» стадионта ирттерме палăртнă.
Эстафетăн пĕрремĕш тапхăрĕ сентябрĕн 5-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕн тĕп стадионĕнче «Хĕрлĕ ялав» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртет. Ăна савăнăçлă лару-тăрура 11 сехет те 30 минутра уçĕç. Ăмăрту 12 сехетре пуçланать.
Эстафета çак ушкăнсемпе иртет:
1. «Спорт çемйисем». Çак ушкăна ашшĕпе амăшĕ тата 12 çул тултарман ача хутшăнать. Арçынсем - 400, хĕрарăмсем - 300, ачасем 100 м чупаççĕ.
2. «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем». Команда йышĕ 6 çынран (3 каччăпа 3 хĕр) тăрать: пурте 400 м тупăшаççĕ.
3. «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсем». Командăра 10 çын ( 5 каччăпа 5 хĕр), вĕсем 400 м чупаççĕ.
4. «Ял тăрăхĕсен пĕрлештернĕ ушкăнĕсем». Йышра 3 арçынпа 2 хĕрарăм, вĕсем 400 м чупса ăмăртаççĕ.
5. «Предприятисемпе организацисен, учрежденисен пĕрлештернĕ ушкăнĕсем». Йышра 3 арçынпа 2 хĕрарăм, 400 м чупаççĕ.
Ушкăнсенче пĕрремĕш вырăна тухнă командăсене дипломсемпе кубоксем, хутшăнакансене медальсемпе наградăлаççĕ, çитес çулăн çур çулĕшĕн район хаçатне çырăнса параççĕ. Малти вырăна тухнă командăсем сентябрĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарта «Олимпийский» стадионта «Советская Чувашия» хаçат йĕркелесе ирттерекен эстафета чупăвне - Прессăсен спорт фестивальне - хутшăнаççĕ.
Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 2-31-38, 2-15-76.