00:00 27 июля 2010 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пынипе райадминистрацин ларусен залĕнче районăн социаллă-экономикăллă аталанăвне ÿстерессипе ведомствăсен хушшинчи Комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта федераллă налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 7 номерлĕ инспекцийĕн пуçлăхĕ А.Кузнецов, анализ пайĕн начальникĕ О.Михайлова хутшăннă.
Ларура налуксемпе парăма кĕнĕ районти предприятисемпе организацисен 14 пуçлăхне итленĕ, тивĕçлĕ решени йышăннă.
Ларăва пĕтĕмлетнĕ май, предприяти, организаци пуçлăхĕсене налук парăмĕсене кĕске вăхăтра татма, райадминистрацин финанс пайне бюджет учрежденийĕсен налуксене вăхăтра тÿлемелли çинчен асăрхаттарса хăварнă.