00:00 13 июля 2010 г.
«АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕпе районта пурăнакансем чылайранпах усă кураççĕ. Акă кăçал çулталăк пуçланнăранпа уйрăм хуçалăхсене аталантарма тесе 177 çын 25608 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ, çав шутра Раççей перекет банкĕ урлă 46 çын - 5480 пин тенкĕлĕх, «Россельхозбанк» акционерсен уçă обществинчен 131 çын - 20128 пин тенкĕ. Çăмăллатнă кредит илессипе Вăрмар хула, Чулкас, Тикаш, Кĕтеснер, Арапуç ял тăрăхĕсем аван ĕçлесе пынă. Вĕсенче 14 - 25 çын 2005 - 3935 пиншер тенкĕ илсе тĕллевлĕ усă курма тытăннă. Патшалăх паракан укçана вара Энтрияльсем темшĕн илесшĕн мар, пурĕ те çак тарана çити 3 çын кăна илме кăмăл тунă. Патшалăх вăхăтлăха кивçен паракан укçапа тухăçлăн усă курма тăрăшмалла, вăл ура çине тăма пысăк пулăшу парать.