АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сивĕ шывшăн ăш çунать

00:00 09 июля 2010 г.

Кăçал çанталăк халичченхи çулхисемпе танлаштарсан типĕ те шăрăх тăрать. Çĕр, шыв ыйтнăн, çуркаланса пĕтнĕ, пăхма та шел.

Çĕр-аннемĕрĕн сивĕ шывшăн ăш çунать. Çавна май ял хуçалăх культурисем чечеке лараймасăрах типсе, ĕнсе ларчĕç. Уяр çанталăка пула килсе тухнă йывăрлăхсене шута илсе ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн республикăра, çав шутра пирĕн районта та, чрезвычайлă лару-тăру режимĕ туса хучĕç, комисси йĕркелерĕç.

Иртнĕ кунсенче кăна-ха çак йывăр лару-тăруран тĕрĕс-тĕкел тухас тĕллевпе пур тĕрлĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер), вăрман хуçалăхĕсен ертÿçисем тата хула ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем пуçтарăнса канашларĕç. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ю.Соколов ертсе пычĕ, кăçалхи çанталăк условийĕсене пула тухса тăнă йывăрлăхра епле ĕçлесси пирки сăмах тухса каларĕ.

«Çумăр пулманран тыр-пул пĕр шит тăршшĕ те ÿсеймен, шăрăхра туна çинчех пиçсе ларать. Апла пулсан агропромышленность комплексĕ тăкак тÿсесси куç умĕнчех. Пĕрчĕллĕ культурăсемсĕр пуçне шăрăх çанталăк çĕр улмине те палăрмалла сиен кÿнĕ, вĕсем те мăйăр пысăкăш çитĕннĕ те çĕр айĕнчех шăтма тытăннă, çакă вара вĕсем тек вуçех те ÿсейменнине пĕлтерет. Пурте пĕрле кар тăрса чрезвычайлă лару-тăруран пĕр çухалса каймасăр, лăпкăн та васкавлăн тухма тăрăшмалла. Шăпăра пĕр харăс тытсан никам та хуçайман, пире те йывăрлăхсем çĕнтереймĕç тесе шанатăп», - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăх тата çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Петров район пуçлăхĕн чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ятарласа кăларнă постановленийĕпе тĕплĕн паллаштарса. Ăна пурин те пĕр пăрăнмасăр пурнăçламаллине çирĕп асăрхаттарса каларĕç канашлура. Ял, хула тăрăх пуçлăхĕсен пушар тухасран асăрханса ăна хирĕç кĕрешмелли ĕç хатĕрĕсене, пысăк савăтсемпе çителĕклĕ таран шыв тытмаллине, шыв башнисене яланах тултарса тăмаллине асăрхаттарчĕç. Çавăн пекех кашни уйрăм çынсене шывпа перекетлĕ пулмаллине ăнлантарма ыйтрĕç, темиçе хут асăрхаттарсан та ăнланманнисемпе урăхларах калаçма пулчĕç, мĕншĕн тесен тарасасемпе пĕвесенче шыв типсе пырать. Унпа вара перекетлĕ усă курмалла. Ялсенче каçхи тусур йĕркелемеллине палăртрĕç. Кĕскен каласан, пур енĕпе те асăрхануллăха ÿстермеллине аса илтерчĕç. Вăрмансене пушартан сыхласси те вырăнта пурăнакансенченех килнине, унта хальхи вăхăтра ирĕк илмесĕр вуçех те кĕме юраманнине палăртрĕç. Ял хуçалăх отраслĕнче çĕнĕлле технологисемпе ĕçлеме вĕренмелли пирки те каламасăр хăвармарĕç, шăрăх çанталăкра та лайăх тупăш илме хăнăхмалла терĕç. Çанталăк условийĕсем чăрмавсем ан кÿччĕр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика