АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш театрĕн кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă

11 ноября 2017 г.

Чăваш театрĕн кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă

Кĕçех К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ 100 çулне паллă тăвĕ. Çавна май хаçат-журналсенче сумлă юбилее халалласа статьясем, тĕрленчĕксем, сăнÿкерчĕксем, асаилÿсем тăтăшах пичетленеççĕ. Вĕсене вуласах пыма тăрăшатăп, мĕншĕн тесен театр историйĕнче Вăрмарсем паллă йĕр хăварнă, халĕ те унта тăрăшакан Раççей халăх артистки Нина Яковлева куракансене савăнтарать.

Театр пуçламăш историйĕ тесен, эпир хамăрăн ентешĕмĕре, Кивĕ Вăрмар çыннине Петр Федорова аса илетпĕр. Вăл пултаруллă И.Максимов-Кошкинскипе юлташлă пулнă. Вĕсем Хусанта хăйсем пекех мал ĕмĕтлĕ çамрăксене пухса пирвайхи чăвашла спектакль /"Хăв пурăнас тенĕ пек ан пурăн"/ хатĕрлесе куракан умне кăларнă. Петр Федорова юлташĕсем ăшшăн Пьер тесе чĕннĕ. Вăл - чăваш театрĕн пирвайхи артисчĕсенчен пĕри, пĕрремĕш администраторĕ. Шел, ĕмĕрĕ ытла та кĕске пулнă.

1930 çулсенче Чăваш театрĕн сцени çинче çĕнĕ ят палăрма пуçланă. Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ Рона Ананьева ятарлă пĕлÿ илсе спектакльсенче тĕп рольсене выляма тытăннă. Çав вăхăтрах Ефим Никитин ячĕ те кĕрлеме тытăнать.

Чăваш театрĕн историйĕнчи тепĕр паллă ята, шел пулин те, асăнсах каймаççĕ. Пĕр вăхăт тиркевлĕрех хакланисене пула-тăр, ятне-шывне аса илмеççĕ. 1925 çул - Чăваш автономи республикине йĕркеленĕ тапхăр. Пур çĕрте те куçăм тапхăрĕ. Унта та кунта çĕнĕ тытăмсем, çĕнĕ организацисем йĕркеленеççĕ. Ăçта пăхан унта - çуклăх, çитменлĕх. 1918 çултах "çуралнă" чăваш театрне çав вăхăтра пĕртте çăмăл пулман. Патшалăх енчен çителĕклĕ пулăшу тивменни, спектакльсем лартма чăвашла пьесăсем çукки, ятарлă пĕлÿллĕ артистсем çитменни... Чăваш халăх артистки Ольга Ырсем асаилĕвĕнчен: "Çав вăхăтра театр алăкĕ çинче çăра çакăнса тăратчĕ, никам та театра ертсе пыма килĕшместчĕ. Эпир унăн шăпишĕн питĕ пăшăрханаттăмăр".

1925 çулхи ноябрь уйăхĕнче И.С.Максимов-Кошкинский театр ĕçне хăварса "Чăвашкино" студие куçать. Унчченех йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ театр ыран-паян хупăнас пек тăрать. Шăпах çав вăхăтра театрăн тĕп режиссерĕн тивĕçĕсене пурнăçлама Михаил Юрьев кăмăл тăвать.

"Юрьев Михаил Федорович /1899-1962/ Кавал ялĕнче çуралнă, кунтах пурнăçне ирттернĕ. Драматург, прозаик, писательсен "Канаш" пĕрлĕхĕн ?1923% пайташĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă. Хусан университечĕн историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. Чăваш драма театрĕн тĕп режиссерĕнче /1925-1926/ тата Чăвашкино студире ĕçленĕ. 1933-36 çулсенче Патăрьел, Вăрмар районĕсенче, Канаш хулинче кинозалсен заведующийĕ пулнă. Темиçе драма хайлавĕсен, çав шутра "Пулхăр патшалăхĕн юлашки кунĕсем" /1925/ трагеди авторĕ", - тесе çырнă Чăваш энциклопедийĕнче.

М.Юрьев театрта тĕп режиссер ĕçне пуçăниччен спектакльсенче 4 çул артистра вăй хунă. Паллах, сцена ăсталăхне йăлтах тенĕ пек ыттисенчен е хăй халлĕн вĕренсе пынă. Пĕлÿ енĕпе историк пулнă май комедийĕсенче, драмисенче, трагедийĕнче халăх пурнăçĕн паллă саманчĕсене сăнарлама тăрăшнă. 1926 çулта театр сцени çинче лартнă "Пулхăр патшалăхĕн юлашки кунĕсем" трагеди халăхăмăрăн чи синкерлĕ вăхăтне - Атăлçи Пăлхар патшалăхне аркатнине кăтартать. Н.Никольский профессор "Канаш" хаçатра трагеди пирки "Аваллăх куç умне тухать" ятлă рецензи пичетлесе кăларать, унта вăл автора çак историлле темăна хускатнăшăн ырлать, малашне те пултаруллă ĕçлесе пыма сунать. Пире университетра чăваш литературипе вĕрентнĕ В.Канюков доцент çак трагедие сцена çине еплерех кăларнине каласа кăтартнăччĕ. Сцена çинче çапăçу саманчĕсене кăтартма режиссер юланут-лашасемпе те усă курнă иккен. Халиччен чăваш театрĕнче кăтартнă спектакльсенчен "Пулхăр патшалăхĕн юлашки саманчĕсем" питĕ уйрăлса тăнă: реквизитсемпе те, артистсен шучĕпе те, хускатнă ыйтусемпе те. Тĕрĕссипе вăл театр ĕçĕ-хĕлне йăлтах улăштармаллине, труппăна ятарлă пĕлÿллĕ артистсемпе пухмаллине систернĕ. Хайлав çав саманашăн вăхăтлах марри тÿрех сисĕннĕ. "Канаш" хаçатра пьесăна сцена çине кăларнине чăваш культуришĕн сиенлĕ пулăм тесе хакланă. Чăваш ВКП /б/ обкомĕн 1926 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнчи ларăвĕнче "Юрьевăн "Пулхăр патшалăхĕн юлашки кунĕсем" пьеси истори чăнлăхĕпе килĕшсе тăмасть, халăхсен хальхи вăхăтри туслăхне кăтартмасть", - тесе протокол çине çырсах хунă. Кĕçех пьеса авторне националист тесе куçранах калама пуçлаççĕ, ĕçрен кăларса яраççĕ. Вăл вăхăтра çĕршывра интеллигенци йышĕнче Троцкий-Зиновьев оппортунистсем майлисене шырама тытăннă ĕнтĕ. Чăваш халăхĕн пултаруллă ывăлĕсен пуçĕсем çийĕн те идеологи пуртти явăнма пуçлать. Петĕр Хусанкая, Ваçлей Миттана, Виктор Рсая националист-поэтсем тесе пичетре питлеме пуçлаççĕ. Хусанкай çĕршыв тăрăх çулçÿреве тухса каять, каярахпа Рсай та çырас туртăмне сĕвĕрĕлтерет. Михаил Юрьев пăлханнă кăмăлне пусарас тесе инçе çула пуçтарăнать, Хусанкайпа Хумма Çеменĕ ĕçлесе пурăнакан Туркмение пырса çитет. Пĕр шухăшлă çамрăксем туслашаççĕ, пĕрле сăн та ÿкерĕнеççĕ.

Çулçÿреврен таврăнсан М.Юрьева И.Максимов-Кошкинский "Чăвашкино" ĕçне явăçтарать. Кунта вăл режиссер та, артист та, администратор та. Çапла, алла-аллăн, тухăçлă ĕçлеççĕ икĕ тус. Çак туслăх Михаил Юрьевич ĕмĕрлĕх куçне хупичченех тăсăлать.

М.Юрьев пирки В.Долгов юрист интереслĕ тĕрленчĕксем çырнă, П.Пряников нумай каласа пама пултаратчĕ. И.Максимов-Кошкинский Мускавран Шупашкара килсен, тусĕ патне Кавала çитме тăрăшнă. Вĕсем пĕр-пĕринпе ăшшăн калаçма та, тепĕр чухне хĕрÿленсех тавлашма та пултарнă.

П.Пряников мана В.Давыдов-Анатри сăвăç М.Юрьева парнеленĕ "Чеменпе Мерчен" кĕнекене тата И.Максимов-Кошкинский çырăвне панăччĕ. Акă, çав çырури йĕркесем:

"Çапла, Михаил Федорович манăн тус пулнă. Эпир унпа час-час тавлашаттăмăр, анчах пĕртте хирĕçмен. Эпĕ ăна нумай япалашăн вăрçаттăм, вăл çилленместчĕ, мĕншĕн тесен ăна чăн юлташĕ вăрçать. Эпĕ унпа уççăн каланă, мĕншĕн тесен пĕлеттĕм - вăл мана сутмасть. Хăш-пĕр кĕвĕç чунлă çынсем пире хирĕçтерсе яма хăтланатчĕç, мана ку витĕм кÿместчĕ. Михаил Федорович пек шанчăклă юлташ манăн урăх çукчĕ..." /çырăва М.Юрьев пурнăçран уйрăлсан мăшăрĕ Мария Кирилловна патне çырнă - В.Ц./. Шупашкара килсенех Чăваш театрĕн аслашшĕ Кавал ялĕн масарĕ çине çитсе тусĕн вилтăприйĕ умĕнче пуç тайнă. М.Юрьев вилтăприйĕ çине чулпа хăйăра цементпа хутăштарса тунă палăк вырнаçтарнă пулнă. Вăхăт иртнĕçемĕн вăл кивелнĕ, арканнă. Халĕ кивĕ масарта вилтăприн вырăнне тупма та хĕн пулĕ /статья авторĕ унта 2003-мĕш çулта пулнăччĕ/. Пирвайхи драматургсенчен пĕри пулнăскерĕн ачисем ялтан тухса кайнă, ытти тăванĕсем асăрхасах каймаççĕ-тĕр.

 

Архиври сăнÿкерчĕкре Петĕр Хусанкайпа Михаил Юрьев Туркменире.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.Цыфаркин.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика