АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмар тăрăхĕнче _ Чăваш Наци радиовĕн ĕçченĕсем

10 августа 2016 г.

Вăрмар тăрăхĕнче _ Чăваш Наци радиовĕн ĕçченĕсем

2016 çулхи августăн 12-мĕшĕнче Вăрмар тăрăхĕнче Чăваш Наци радиовĕн кунĕ иртет. Унта пултаруллă радиожурналистсем пирĕн районти хастар та пултаруллă ĕççыннисемпе уçă калаçу йĕркелĕç, «Иванов В.А.», «Ямуков Г.Н.», «Веха» хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене, «Свебрата» тулли мар яваплă обществăна çитсе курĕç. Çавăн пекех Кĕлкеш, Энĕшпуç ял тăрăхĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, социаллă пурнăç аталанăвĕпе паллашĕç. Каçхине 18 сехет те 30 минутра поселокри тĕп площадьре Чăваш Наци радиовĕн журналисчĕсем район çыннисемпе тĕлпулу йĕркелĕç, унтан чăваш эстрада артисчĕсен концерчĕ иртĕ. Чăваш Наци радио ĕçченĕсем район çыннисене çак кун тĕп площаде тĕл пулăва йыхравлаççĕ. Çавна май эпир Чăваш Наци радиовĕн аксакалĕсенчен пĕринпе, ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Владимир Евгеньевич Егоров /ÿкерчĕк çинче/ радиожурналистпа «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн тĕпелĕнче тĕл пулса калаçрăмăр. Владимир Евгеньевича радио итлекенсем ытларах «Ялтан яла», «Пурнăç çынни», «Хурал пÿрчĕ», «Вăрман кĕвви», «Иксĕлми çăлкуçсем», «Сирĕн сад-пахча» авторла кăларăмсенчен лайăх пĕлеççĕ. Вулакансем уçă саслă, çынсене радио умне илĕртсе пухакан радиожурналистпа, радио ĕçĕ-хĕлĕпе хаçат урлă таччăнрах паллашма пултараççĕ. Çитес эрнекун Наци радиовĕн ытти ĕçченĕсемпе пĕрле вăл пирĕн районта пулĕ.

- Владимир Евгеньевич, паян эсир урăхларах рольте, кулленхи ĕçĕртен пăрăнса хăвăр журналист ыйтăвĕсем çине хуравлатăр. Хальхинче радио итлекенĕсем валли мар, хаçат вулаканĕсем валли калаçатăр. Вулакансене хăвăрпа, хăвăрăн ĕçĕрпе паллаштарсамăр пире.
- Радио ĕçĕнче эпĕ 23 çул. Хусанти культура институчĕн театрпа режиссура уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Малтан Чăваш радиовĕнче тĕп режиссер, унтан редактор пулса ĕçленĕ. 2009 çултан, радио мĕн ĕçлеме пуçланăранпа Чăваш Наци радиовĕнче ĕçлетĕп. Кăларăмсене ялхуçалăх тематикипе хатĕрлетĕп. Республикăра çитмен ял юлмарĕ те пулĕ. Çав-çавах та тăван район маншăн чи çывăххи - Çĕрпÿ районĕ, тăван ял - Хурамал. 
- Чăваш Наци радиовне Вăрмар район çыннисем чăннипех те итлеме юратаççĕ. Çакă паллах сире кашнинчех радио итлекенсене хавхалантарса, тăрăшуллăрах ĕçлеме хистет. Эсир яланах шыравра, яланах çул çинче. Пирĕн района та ахальтен килместĕр эсир.
- Эрнере пĕрре эпир районсенче Чăваш Наци радиовĕн кунне ирттеретпĕр. Ку хутĕнче Вăрмар районне çитсе курма черет. Вăрмар районĕнче ялхуçалăхĕнче тăрăшакансем чылай. Наци радиовĕ урлă эпир вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарăпăр, çĕр ĕçченĕсен шухăш-кăмăлĕпе интересленĕпĕр. Хамăра радио урлă итлекенсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçни, вĕсен шухăшĕсене пĕлни пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. Ял çыннисемпе тĕл пулса калаçсан пирĕн кăларăмсем витĕмлĕрех пуласса шанатпăр. Пирĕн кăларăмсене радио итлекенсем 105,0 FM хумсем çинче итлеме пултараççĕ.
- Чăваш Наци радиовĕнче журналистсен йышĕ пысăк-и;
- Радио пуçлăхĕ Виктор Дмитриев, çĕнĕлле каласан радиопрордюсер ертсе пынипе пурĕ 17 радиожурналист ĕçлет. Роза Деменцова «Пачăшкă сăмахĕ», «Тăван ăс-хакăл», «Чĕрĕлĕх çути», «Çулсем тата çынсем», Алина Герасимова «Ачалăх урхамахĕ», «Каçхи юмахсем», «Вĕрентекен сăмахĕ», «Тус-юлташ саламĕ», «Çамрăк хунав», Валя Громова «Пĕччен мар», «Пултарулăх çулĕпе», «Ÿнер вĕçевĕ» кăларăмсене ертсе пыраççĕ. Ирина Николаева, Ева Васильева, Катя Семенова тата ытти пултаруллă радиожурналистсем вăй хураççĕ кунта. Çамрăк журналистсемпе студентсем те нумайăн килеççĕ Чăваш Наци радиовне ĕçлеме. Акă Алена Арсентьевăпа Мария Самделова студентсем «Ирхи кăмăл» кăларăм ертсе пыраççĕ. Кашни сехетренех информаци кăларăмĕсем - чăвашла тата вырăсла хыпарсем тухса тăраççĕ. Унта та пултаруллă корреспондентсем ĕçлеççĕ: Ольга Баринова, Людмила Семенова, Алексей Иванов, Алексей Александров. 
Радио ĕçченĕсем 60 ытла оригиналлă кăларăмсем ертсе пыраççĕ, вĕсенчен çурри тÿрремĕнех эфирта йĕркеленет. Акă «Иксĕлми çăлкуçсем» радиоконкурс ирттеретпĕр. Тÿрĕ эфирта фольклор ушкăнĕсем тупăшаççĕ. Çавăн пекех пирĕн радиора кăларăмсене пур енчен те хаклакан ятарлă илемлĕх канашĕ ĕçлет. Хальхи вăхăтра Наци радиовĕ кашни килте, ĕç вырăнĕсенче, çăмăл автомашинăсенче калаçать. Августăн 12-мĕшĕнче Вăрмар район çыннисене Наци радиовĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулăва йыхравлатпăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА калаcнa.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика