АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аса илмелли, савăнмалли нумай журналистăн

11 апреля 2018 г.

Аса илмелли, савăнмалли нумай журналистăн

«Пĕлекенни пĕлет, пĕлменни патне çитет». Çакна тĕпе хунă пулĕ паллă журналистăн А.Белован тин кăна пичетленсе тухнă «Аса илетĕп, САВĂНАТĂП...» кĕнекипе паллаштарас тесе çырнă умсăмахра унăн ĕçтешĕ пулнă А.Хованский.

Вуншар çул пĕрле пĕр хаçатра - «Хĕрлĕ ялавра» ĕçленĕскерсем пĕр-пĕрне сăмахăн вуннăмĕш пайĕнченех ăнланнă, халĕ те, Анатолий Ильич çакăн пек ăшă сăмахсем çырнă пулсассăн, ăнланаççĕ. СССР журналисчĕсен Союзĕн районти чи пĕрремĕш членĕсенчен пĕри пулнă май, Анисса Егоровна Белова хăйĕн кĕнекинче аса илнине те, савăннине те яланхилли пекех питĕ çăмăл та яка чĕлхепе çырса кăтартнă. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн ячĕ те «Аса илетĕп, САВĂНАТĂП...»

Кăларăма тăван амăшне, Арапуç ялĕнче пурăннă, вăрçă çулĕсенче тем тĕрлĕ нуша та тÿссе ирттернĕ Пелагея Григорьевна Беловăна халалланă. «Кĕтрĕн... Кĕтсе илеймерĕн» вăрçă çулĕпе çыхăннă новеллăпа уçăлать. Çавăнпа та Анатолий Ильич умсăмахĕнче каланă: «Çак кĕнекере А.Белован «Хĕрлĕ ялавра» тĕрлĕ çулсенче пичетленнĕ материалĕсене илсе кăтартнă», - тенипе те /вăл тĕп-тĕрĕс пулсассăн та/ килĕшесех те килмест. Кунта тĕрлĕ жанрпа çырнă материалсене хронологи тăрăх йĕркелемен, хăшне ăçта вырнаçтармаллине чун витĕр кăларнă, вĕсем пĕр-пĕринпе хитре шăрçа çыххи пек çыхăнса тăраççĕ. Жанрсем тенĕрен, вĕсен прозăпа çыракан пĕтĕм вак тĕсĕсем те пур пулĕ - новелла, статья, интервью, очерк, тĕрленчĕк, калав, сценка... Çамрăк çыравçăсем валли вĕренÿ пособийĕ тейĕн. Вĕсен тĕрлĕ тĕсĕсемпе усă курни пурнăçа тĕрлĕ енчен, туллин çутатса пама май панă та. Çакă вăл Анисса Егоровна чăнах та пултаруллă журналист пулнине тепĕр хут çирĕплетет. Географи енчен илес пулсан тата... Кунта Мускаври чăвашсен Акатуйне те çитсе килетĕн, Геленджик та куç умне тухать те унта Вăрмар ачисем тунă çитĕнÿпе паллашатăн. Нидерландри фермерсем кайăк-кĕшĕк мĕнле çитĕнтернине пĕлетĕн, Турци çĕршывĕ те куç умĕнчех. Аслă Отечественнăй тата Чечен вăрçисенчи ентешсен çухатăвĕсем чуна ыраттараççĕ. Пĕр сăмахпа, çак хулăнах мар кĕнеке район, кунти çынсен пурнăçне кĕскен кăна, анчах тĕрлĕ енлĕн уçса парать. Çакна палăртрĕç те нумаях пулмасть кĕнекене пахалама Вăрмарта таврапĕлÿ музейне пуçтарăннисем. Тĕрлĕ çынсем килни кăларăм нумай вулакана тыткăнлани çинчен калать. Кашниех хăйĕн ĕçĕ енчен хакларĕ тени тĕрĕсех пулать пулĕ. Журналистсем, таврапĕлÿçĕсем, вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсем - пурте Анисса Егоровна пултарулăхне хăйсен куçĕпе пăхса тишкерчĕç. Çыравçă пулнисĕр пуçне вăл чăваш юррисене çепĕç шăрантарнине те, çыхма, тĕрлеме питĕ ăста пулнине палăртрĕç. Мĕн хушăн кунта, пирĕнтен тахçан малтанах каланă: талантлă çын пур енчен те талантлă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика