АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿлевсĕр вырăн йĕркеленĕ

11 апреля 2018 г.

Тÿлевсĕр вырăн йĕркеленĕ

Район администрацийĕ тата ялхуçалăхпа экологи пайĕ сĕт ыйтăвĕпе интересленсех тăрать. Сĕт пуçтаракансемпе тĕл пулса калаçаççĕ, уйрăм хушма хуçалăх тытакансене, хресчен /фермер/ хуçалăхра вăй хуракансене çăмăллăхсем туса парас тесе тăрăшаççĕ.

Акă, тĕслĕхрен, харпăр хăй тĕллĕн сĕт сутас текенсем валли Вăрмарти пасар территорийĕнче тÿлевсĕр вырăн туса панă. Унта килти хушма хуçалăхра сĕт туса илекенсем кашни кунах килсе сутма пултараççĕ. Вĕсем сĕт пахалăхне ЧР бюджет учрежденийĕн "Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станци" патшалăх ветеринари службин Вăрмарти пасар территорийĕнче вырнаçнă ветеринари лабораторийĕнче тĕрĕслеттереççĕ. Ямпай ялĕнче пурăнакан Вячеслав Владимирович Иванов /ÿкерчĕк çинче/ килти хушма хуçалăхри сăвакан ĕнесен сĕтне тата сĕт продукчĕсене кунта килсе сутать. Унăн хăйĕн туянаканĕсем те пур, палăртнă вăхăтра килсе илсе каяççĕ. Пахалăхĕпе те кăмăллă. "Сĕт хакĕ ытла та йÿнелсе кайни кăна пăшăрхантарать, çакă ĕçленĕ çынран кулнă пекех туйăнать. Лавккасенче сутакан пылак шывран йÿнĕрех сутни мĕнле тупăш кÿтĕр ĕнтĕ. Выльăхпа ĕçлеме хăнăхнă та ĕçлетпĕр. Çак лару-тăру вăл пирĕн республикăра кăна мар, федерацин Атăлçи округĕнче, Раççейри мĕнпур регионта та пулнине питĕ лайăх ăнланатăп. Çапах та лайăххине шанса пурăнатпăр. Республика Правительстви тата пирĕн район администрацийĕ сĕт ыйтăвне татса парасса чунтанах шанатăп",- тет Вячеслав Владимирович.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика