АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурте пĕрле тăрăшсан умри чăрмавсене çĕнтерĕпĕр

07 апреля 2018 г.

Пурте пĕрле тăрăшсан умри чăрмавсене çĕнтерĕпĕр

Умра яваплă тапхăр - çураки. Ăна йывăрлăхсене çĕнтерсе, чăрмавсене парăнтарса, кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе ярасси. Кăçал вара вăл кая юлса килнине палăртаççĕ. Çавна май редакци тĕпелне райадминистраци пуçлăхĕн заместительне - ялхуçалăхпа экологи пайĕн начальникне Н.Николаева чĕнтĕмĕр, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравлама ыйтрăмăр: çуракине хатĕрленсе чи малтан мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр?

Кăçалхи çуракине вăхăтра та агротехникăн пур требованийĕсене пурнăçласа ăнăçлă ирттерсе ярас тĕллевпе район администрацийĕнче ятарласа штаб йĕркелесе хунă. Штаб начальникĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев. Штаб çураки ĕç-хĕлне тăтăшах контрольлесех тăрĕ. Кăçалхи çураки ытти çулсенчипе танлаштарсан чылай кая юлса килнине шута илсе умра çăмăлах мар задачăсем тăраççĕ тесе шутлатпăр. Çанталăк ăшăтсан юр хăвăрт ирĕлсе пĕтет. Çĕр еплерех пиçсе çитессе малтанах палăртса хума çук. Çавăнпа та пирĕн пур ĕçе те васкавлă майпа пурнăçлама тивет.

- Районта ялхуçалăх енĕпе ĕçлекен миçе хуçалăх тата вĕсенче миçе гектар çĕр çинче мĕн чухлĕ вăрлăх акса хăварма палăртнă?

- Пĕтĕмпе 12 ялхуçалăх предприятийĕ ĕçлет, хресчен /фермер/ хуçалăхĕ 79, 10228 уйрăм хушма хуçалăх вăй хурать. Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче хĕрÿ тапхăр пырать. Вĕсем пурте ялхуçалăх техникине техосмотр тухма хатĕрлеççĕ. Вĕсем паянхи ĕçе ырана хăвармасăр тăрăшаççĕ. Паянхи кун тĕлне 121 трактортан 110-шĕ, 89 автомашинăран 80-шĕ юсавлă.

Кăçал акса-лартса илмелли 24,2 пин гектар çĕр шутланать. Çав шутра çурхи культурăсене 15442 гектар çинче акма палăртнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пĕтĕмпе 15673 гектар çинче çитĕнтермелле, выльăх апачĕлĕх культурăсем 6250 гектар йышăнмалла, 695 гектар çинче çĕрулми лартма палăртнă, техникăлла культурăсем -1565 гектар, пахчаçимĕç 37 гектар йышăнĕ. 2018 çул валли кĕрхи культурăсене 4010 гектар çинче акса хăварнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх вĕсем аван хĕл каçнă тесе шутлатпăр.

Кăçал районта мĕнпур йышши хуçалăхсене илес пулсан вăрлăх хатĕрлессипе аван ĕçленине палăртмалла. Паянхи куна 3068 тонна вăрлăх пур. Планпа палăртнинчен шутласан 100 процент. Вĕсенчен 2703 тонни кондициллĕ, пĕтĕм акакан вăрлăхран илсен çакă 88 процент пулать. /Палăртса хăваратăп: ку цифра республикипе илсен 84 процент/. Çак ĕçе çураки пуçланиччен пĕтĕмпех вĕçлеме тĕллев лартнă. Паха вăрлăх туянассипе те ĕçсем аван пыраççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен çуркунне акса хăварма пĕрчĕллĕ культурăсемпе çĕрулмин элитлă тата суперэлитлă вăрлăхĕсене 158 тонна туяннă. Ку енĕпе "Свебрата", "Король мясо" тулли мар яваплă обществăсем тата А.Захаров, Г.Харитонов, И.Мучукова хресчен /фермер/ хуçалăх пуçлăхĕсем лайăх ĕçлеççĕ. Кунсăр пуçне Г.Ямуков, О.Иванова хресчен /фермер/ хуçалăх пуçлăхĕсем пĕрремĕш репродукциллĕ вăрлăхсем те туяннă. Çуркунне акса хăварма вăрлăх çителĕклĕ.

- Минераллă удобренисемпе сĕрмелли-çунтармалли материалсем çителĕклĕ хатĕрленĕ-и?

- Çуракинче пĕтĕмпе 1036 тонна минераллă удобрени кирлĕ пулсан, паянхи куна 383 тонни пур, çакă планпа пăхнинчен 37 процент. Вĕсемпе ытларах тĕштырăпа пăрçа йышшши культурăсене, çĕрулмипе пахча-çимĕçе апатлантарма палăртнă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене илес пулсан çур аки ирттерме 309 тонна дизтопливо тата 57 тонна бензин кирлĕ. Паянхи куна 210 тонна дизтопливо тата 12 тонна бензин кÿрсе килнĕ. Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерстви "ТатНефть" акционерсен обществипе килĕшсе татăлнă тăрăх общество ялхуçалăх таварĕсем туса кăларакансем валли çăмăллăхлă йĕркепе, курттăм хакран шутласан 7 процент йÿнĕрехпе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтерет. Çак çăмăллăхпа пур хуçалăхсене те усă курма сĕнетĕп.

Çунтармалли-сĕрмелли материалсене тата вăрлăхлăх культурăсене туянас ĕç малалла пырать.

Çуракине хатĕрленнипе пĕрлех ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене федераллă пĕрлĕхлĕ информаци системине /ЕФИС ЗСН/ кĕртмелле. Унта регистрациленме çĕр участокĕн хуçин ИНН тата ОКТМО кирлĕ, çĕр пулăхлăхĕ çинчен калакан документ тата ыттине те кĕртеççĕ. Хальхи вăхăтра ялхуçалăх таварĕсем туса илекенсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем 2018 çулта хăш участокра мĕнле культура тата мĕн чухлĕ акассине тĕпчесе пĕлеççĕ. Çак ĕçе апрель уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле пурнăçламалла.

Район ĕçĕ ытларах çĕр ĕçĕпе çыхăннă. Апла пулсан пирĕн çанна тавăрса ĕçлемелли кăна юлать. Пурте пĕрле çине тăрсан умри чăрмавсене те татса пама çăмăлтарах пулĕ, çуракине те кĕске вăхăтра вĕçлĕпĕр.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика