АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанчăкпа пурăнакан ура çинче çирĕп тăрать

07 апреля 2018 г.

Шанчăкпа пурăнакан ура çинче çирĕп тăрать

Пурнăç... пĕрре те çăмăл килмест вăл - пĕрин мĕн ачаранах пĕр тикĕссĕн пырать, теприн тумхахлă. Ĕçлеме ÿркенменни, пурнăçа юратаканни вара темле йывăрлăха та çĕнтерсе малаллах талпăнать.

Çакăн пек çынсенчен пĕри те ĕнтĕ Вăрмар поселокĕнчи Любовь Николаевнăпа Геннадий Дмитриевич Кузьминсен çемйинче çуралса ÿснĕ Надежда Геннадьевна Васильева. Çемьери виçĕ пĕртăванран вăл - аслă хĕрĕ. Аслине яланах амăшĕн пулăшаканĕ теççĕ. Надежда та çавăн пекех яваплăха туйса, ашшĕ-амăшĕ мĕн каланине тĕплĕн пурнăçлама хăнăхса çитĕннĕ. Çакă вара ăна малашнехи пурнăçра тăтăшах кирлĕ пулнă.

Вăрмарти вăтам шкултан вĕренсе тухсан вăл Шупашкарти строительство техникумне вĕренме кĕнĕ. 1987 çулта техникум вĕренсе пĕтерни çинчен ĕнентерекен диплома алла илсен Вăрмар районĕнчи исполкомри архитектура пайне ĕçлеме килет. 1997 çулчченех тăрăшать унта Надежда Геннадьевна. Пурнăç пĕр тикĕс килмест терĕмĕр, вăл улшăнса çĕнелнĕ тапхăр Надежда умне те çитсе тăрать. Пурнăç такана çинчи шыв пек чÿхеннĕ вăхăтра вăл вак бизнес ĕçне кÿлĕнет, çав вăхăтра вăл çамрăк хĕрарăмшăн пĕлмен, ĕçлесе курман ĕç пулнă темелле. Мĕнрен пуçăнмалла - ăçталла çул тытмалла çаврăннă пуçра шухăш. Çумри савнă мăшăрĕпе - Алексей Вениаминовичпа иккĕшĕ канашланă та ĕç вырăнтан тапраннă. 1997 çулта Надежда Геннадьевна уйрăм çын предприниматель ĕçне регистрацилесе ача-пăчасем валли тумтир сутма тытăнать. Унăн ĕç-хĕлĕ пирки район администрацийĕн экономика аталанăвĕпе промышленность тата суту-илÿ пайĕн начальникĕпе Н.Красновăпа калаçнă май вăл çапла каларĕ: "Çав тери ĕçе юратакан, хăйĕнчен çирĕп ыйтакан çын. "Хăй ĕçĕнче чăн ăста", - теççĕ ун пек хастар çынсене. Уйрăм çын предпринимательте ĕçлеме тытăннăранпах хăйне пур енчен те ырă пулнине кăтартать. Районти предпринимательсем хушшинче хисеплисен йышĕнче. Районта иртекен мероприятисене те яланах пулăшу кÿме хатĕр. Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ ачасене те ятран пулăшу кÿрет, "Ыркăмăллăх" марафона та хутшăнать. Кĕскен каласан Надежда Геннадьевна районăн социаллă-экономикăллă аталанăвне те пысăк тÿпе хывать. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна 2013 çулта район администрацийĕн Тав çырăвне, кăçал вара Хисеп грамотине парса хавхалантарчĕç /ÿкерчĕк çинче/". Ĕçре хисепе тивĕçнипе пĕрлех Надежда Геннадьевна çемье ăшшине те тытса пырать. Мăшăрĕпе пĕрле икĕ ывăл çитĕнтернĕ - Дмитрийпе Денис. Ачисем амăшĕн ăшă кăмăлĕпе тата ашшĕн çирĕплĕхĕпе мĕн ачаранах ĕçе юратма, çынна хисеплеме вĕренсе ÿснĕ. Ашшĕ пекех Тăван çĕршыва чыслăн хÿтĕленĕ, кĕçех аслă пĕлÿллĕ пулаççĕ. Хальхи вăхăтра хăйсене килĕшекен ĕç вырăнĕ тупнă. "Атте-анне пурри вăл телей, пире вĕсем тĕрĕс çул çине кăларнă. Анне пурри çут хĕвел пекех пурнăçа çутатса тăрать, атте пурри вара пирĕн тĕрек. Тавах вĕсене", - теççĕ ачисем. Кирек мĕнле япалан та çирĕп никĕс пулмалла тенĕ пек Васильевсен вара вăл çирĕп тесе калас килет. Уçă кăмăллă та тарават Надеждăна кÿршĕре пурăнакансем те хисеплеççĕ. "Паян хĕвел пăхмасан та ыран вăл хăйĕн çутипе савăнтаратех", - текен шанчăкпа пурăнать яланах Н.Васильева.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика