АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă мăнкун куличне пĕçерсе хатĕрлеме тытăннă

31 марта 2018 г.

Аслă мăнкун куличне пĕçерсе хатĕрлеме тытăннă

Православи тĕнне ĕненекенсем Аслă мăнкуна мухтаса кĕтсе илме февралĕн 19-мĕшĕнченех тытăннă ĕнтĕ. Христос чĕрĕлнине чунтан ĕненсе, ÿкĕнсе, тасалса кĕтсе илме мăнкуна хатĕрленекен чи вăрăм аслă типĕ тытаççĕ. Умра - кăчкă вырсарникунĕ, унтан асап эрни пуçланать. Çак эрнен пур кунĕ те асаплă кунсен шутне кĕреççĕ. Православи тĕнне ĕненекенсем Аслă мăнкуна тĕн йăли-йĕркине тытса пырса кĕтсе илеççĕ, пысăк праçнике тутлă апат-çимĕçлĕ сĕтел хатĕрлеççĕ.

 

Мăнкун сĕтелĕн илемĕ вара - кулич тата кĕлĕ вуласа çветтит тунă çăнăхран пĕçерсе хатĕрленĕ ытти апат-çимĕç.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе Аслă мăнкун умĕн кашни çулах "Вăрмарти çăкăр завочĕ" тулли мар яваплă общество çăкăрпа булка тата кондитер изделийĕсене пĕçерекен цехри пур продукта тата ятарласа пĕçерсе хатĕрленĕ куличе те кĕлĕ вуласа çветтит тутарма священнике чĕнсе илеççĕ. Акă, кăçал та Чулкасри Таса Троица тата Вăрмарти Михаил Архистратиг чиркĕвĕсен настоятелĕ Владимир Байгушев протоиерейпе Мария матушка çăкăр пĕçерекенсем патне çитсе кĕлĕ вуласа çветтит турĕç /ÿкерчĕк çинче/. "Апат-çимĕçе çветтит тунă вăхăтра эпир Турăран малашлăха шанчăклă пăхма вăй-хăват, ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен сывлăхлă пулма, усал ĕçсем тăвасран сыхласа пурăнма ыйтатпăр. Мăнкун куличĕ - чĕрĕлÿ, савăнăç тата шанчăк палли. Вăл сывлăхшăн усăллă пултăр, кил-йышра ăшă туйăм, килĕшÿпе тăнăçлăх кÿтĕр. Кулич кашни çемьен сĕтелĕ çине çиттĕр. Ăна пĕçерсе хатĕрлекенсене те, туянакансене те Турă пиллетĕр. Пурте Турăпа пĕрле çÿрĕр", - терĕ Владимир атте Аслă мăнкун сĕтелне хатĕрлеме пулăшакансене. "Вăрмарти çăкăр завочĕ" тулли мар яваплă обществăн директорĕ С.Егоров предприятин малашлăхĕпе паллаштарнă май Владимир аттепе Мария матушкăна кунта килсе кĕлĕ ирттернĕшĕн чĕререн тав турĕ.

Çветтит тунă куличсем кĕçех районти лавккасене саланĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика