АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр хут илтиччен пĕр хут курни аванрах

28 марта 2018 г.

Çĕр хут илтиччен пĕр хут курни аванрах

Пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашса, ку е вăл енĕпе ылмашăнса ĕçлени кирек-хăçан та пĕлтерĕшлĕ, ĕç тухăçлăхне ÿстерме пулăшать. Вăрмар райповĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки вулакансене эпир тăтăшах паллаштарса тăратпăр. Акă ку хутĕнче те райпо ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма пирĕн района ятарласа Мари Республикинчи "Марпотребсоюзăн" ĕçченĕсем килсе çитнĕ, вĕсен шутĕнче суту-илÿ тата производство енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Т.Гордеева тата обществăлла апатлану ĕçĕн тĕп специалисчĕ, "Моркинское райпо" правлени председателĕ, обществăлла апатлану предприятийĕн директорĕ, технологĕ, тĕп бухгалтерĕ пулчĕç.

Хăнасем чи малтанах райпо Канашĕн председателĕпе С.Харитоновпа, "Общепит" тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕпе М.Сейфуллинăпа тĕл пулса пĕр-пĕринпе канашларĕç, пĕр-пĕрне хумхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Сергей Николаевич Мари Республикинчен килсе çитнĕ хăнасене пĕтĕмĕшле районти райпо аталанăвĕпе, суту-илÿ енĕпе еплерех ĕçленипе паллаштарнă май çапла каларĕ: "Пĕтĕмĕшле райпон çулталăкри тавар çаврăнăшĕ 228 миллион тенкĕпе танлашнă, çав шутра "Общепитăн" пайĕ 57 миллион тенкĕ. Райпо системинче пĕтĕмĕшле 204 çын тăрăшать. Районта 42 суту-илÿ лавкки, унсăр пуçне эрнере икĕ хутчен тухса çÿресе сутмалли 9 вырăн пур. 2013 çулта хута кайнă "Светлица" кафе комплекс пек ăнăçлă ĕçлесе пырать. Пĕрремĕш хутĕнче кунта кафе, иккĕмĕш хутра чустаран тĕрлĕ продукци, кондитер изделийĕсем пĕçерсе кăлараççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ 2015 çулта "Общепит" тулли мар яваплă общество Чăваш Республикинчи чи лайăх вак предприяти пулса тăнă. Унăн руководителĕ М.Сейфуллина вара 2017 çулта халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Чăваш Республикин халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята та тивĕçнĕ.

Мари Республикинчи ĕçтешсем "Чăвашпотребсоюз" ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас, хăйсен ĕç тухăçлăхне аталантарас тĕллевпе унăн председателĕ В.Павлов патне шăнкăравланă. Валерий Михайлович вара вĕсене Марина Аркадьевна Сейфуллинăпа, вăл ертсе пыракан предприятин опычĕпе паллашма сĕннĕ. М.Сейфуллина ун чухне çак сĕнÿпе хаваспах килĕшнĕ, Мари Республикинчи потребкоопераци, çав шутра обществăлла апатлану еплерех аталаннипе хăй куçĕпе курса паллашнă, шухăшĕсемпе çитменлĕхĕсене те палăртнă.

Хальхинче вара кÿршĕллĕ республикăри ĕçтешсем Вăрмар райповĕ, "Общепит" аталанăвĕпе паллашма килнĕ. Марина Аркадьевна хăнасене обществăлла апатланăвăн пур суту-илÿ вырăнĕсемпе, поселокри райпо лавккисемпе паллаштарнă. "Марпотребсоюз" ĕçченĕсем Вăрмар районĕнче лайăх ĕçленине палăртнă. Вĕсем патĕнче лавккасенчи ĕçе автоматизацилемен-ха иккен. Вăрмар райпо лавккисенче вара ĕçе автоматизациленĕ. Çав вăхăтрах пирĕн те кÿршĕсенчен вĕренмелли пур-ха. Туса кăларакан продукци ассортиментне пуянлатмалла, çав шутра салатсем, çурмафабрикатсем хатĕрлес енĕпе ытларах ĕçлемелле. Ĕçтешсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашнă, тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явнă. "Çĕр хут илтиччен пĕр хут курни лайăхрах", - терĕç вĕсем малашне те пĕр-пĕринпе çыхăну тытса тăмаллине палăртса.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика