АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умра - яваплă тапхăр, çур аки çитсе пырать

17 марта 2018 г.

Умра - яваплă тапхăр, çур аки çитсе пырать

"Çурхи пĕр кун çулталăк тăрантарать", - тенĕ мĕн авалтан. Умра - яваплă тапхăр - кăçалхи тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсен тата тымар çимĕç шăпине татса паракан çур аки.

Йывăрлăхсене çĕнтерсе, чăрмавсене парăнтарса, çур акине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе ярасси, çамрăксене хресчен /фермер/ ĕçне явăçтарасси çинчен, çавăн пекех туса илекен сĕт хакне чакармалла марри çинчен, усăсăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси, хуçисĕр çĕрсене кĕске вăхăтра регистрацилемелли тата вĕсемпе туллин усă курасси пирки калаçрĕç иртнĕ кунсенче район администрацийĕн ларусен залĕнче пуçтарăннă çĕр ĕçĕпе ялхуçалăхĕнче вăй хуракансем.

Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - организаципе контроль тата кадрсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Н.Павлов уçса ялхуçалăх ĕçченĕсене çитсе пыракан çур акинче ăнăçу сунчĕ.

"Пирĕн район ĕçĕ ытларах çĕр ĕçĕпе çыхăннă. Йывăрлăхсем пулсан та районти чылай хуçалăхсем малтисен йышĕнче пыраççĕ", - тесе пуçларĕ хăйĕн докладне райадминистрацин ялхуçалăх тата экологи пайĕн тĕп специалист-эксперт- агрономĕ Н.Николаев. Вăл иртнĕ çул районти агропромышленноç комплексĕнчи ĕç итогĕсемпе паллаштарчĕ, çавăн пекех 2018 çулхи тĕллевсене палăртрĕ: ку çулта ялхуçалăх производствине анлăлатас тĕллевпе фермăсем хăпартса лартма хатĕр проектсем пурри çинчен тата вĕсене ĕçе ямалли пирки каларĕ. "Иванов Н.А." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче 100 пуç мăйракаллă шултра выльăх вырнаçмалăх вите тума палăртнă; çавăн пекех "Алексеев А.В." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче 100 пуç мăйракаллă шултра выльăх валли вите хăпартса лартмалла; "Петров С.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче 30 пуç, "Николаев А.В." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче - 25, "Сергеев В.М." тата "Ефимов Ю.В." хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 20-шер пуç мăйракаллă шултра выльăх валли вите тăвас ĕçе пуçăнмалла; "Вăтам Энĕш" тулли мар яваплă обществăра выльăх-чĕрлĕхе пусса тирпейлекен цех тума палăртнă; "Слава" тулли мар яваплă обществăра, "Шигали" ялхуçалăх кооперативĕнче тата "Иванов В.А." хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче тырă типĕтмелли агрегат туянма тĕллев тытнă; "Арманов В.К." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче 1 пин тонна çĕрулми вырнаçмалăх хранилище тума палăртнă. Çак ĕçсене пурте пĕрле çине тăрсан пурнăçлама ансатрах пулĕ", - терĕ Николай Михайлович.

Унтан ялхуçалăх таварĕсем туса илекенсене патшалăх енчен пулăшу кÿрессин йĕркипе ЧР Ялхуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн пирĕн районти специалист-эксперчĕ В.Егорова паллаштарчĕ. Районти аграрисем тĕрлĕ енлĕ кредитсем илсен кирлĕ документсене вăхăтра тăратса субсидие çийĕнчех илме май пурри çинчен те тĕплĕн ăнлантарчĕ.

Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе прицепсене техосмотр кăлармаллине тата саккунпа палăртнă йĕркесене пурин те пăхăнса пурнăçламалли çинчен Вăрмар тата Куславкка районĕсемпе ĕçлекен инспекцин начальникĕ В.Николаев тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн представителĕсем Е.Покровскаяпа В.Новосельцев çураки вăхăтĕнче килсе тухакан тĕрлĕрен пăтăрмахсем пирки тата лаборатори тĕрĕслевĕ витĕр тухнă вăрлăхлăх культурăсемпе кăна акса хăвармалли пирки тата çĕрпе пĕлсе те тухăçлă, саккуна пăхăнса усă курмалли çинчен тухса калаçрĕç.

"Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станци" ЧР Патшалăх ветеринари службин начальникĕ В.Александров тĕштырă упрамалли складсене дезинфекцилемелли тата вăрлăхлăх культурăсене пĕлнĕ-пĕлмен предприятисенчен туянма юраманни çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ.

Ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр участокĕсен докуменчĕсене тĕрĕс йĕркелемелли çинчен райадминистрацин çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Степанов тухса калаçрĕ.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртнĕ вăхăтра ытларах мĕне пăхăнса ĕçлемеллине "Чăвашхлебопродукт" акционерсен обществин Вăрмар районĕнчи тырă йышăнакан предприяти директорĕ В.Александров чарăнса тăчĕ.

Тухăçлăха ÿстерес тесен агротехника требованийĕсене пурнăçласа, çĕр пулăхне пуянлатсах пымалли çинчен тата минераллă удобренисемпе сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене хирĕç кĕрешмелли тĕрлĕрен препаратсене ăçтан тата мĕнлерех хакпа туянма пулассине тата ытти майсене Кировочереповецк Суту-илÿ çурчĕн представителĕпе А.Красновпа "Агро-Альянск" тулли мар яваплă обществăн представителĕ Р.Максимов паллаштарчĕç, тĕрлĕ енлĕ пулăшма шантарчĕç. Çавăн пекех "Йĕтем" тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ П.Мулюков ялхуçалăх таварĕсем туса илекенсене тырă типĕтекен агрегатран пуçласа ытти тĕрлĕрен ялхуçалăх техникисем туянма пулăшу кÿресси пирки каларĕ. Пысăк суммăллă ялхуçалăх техникисене туянас тесен укçа-тенкĕ те чылай кирлĕ. Çавна май "Россельхозбанк" АУОн пирĕн районти хушма офисĕн управляющийĕ А.Максимова хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене тата уйрăм кил хуçалăхĕсене кредит парассин условийĕсемпе паллаштарчĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене ăçтан тата мĕнлерех хаксемпе туянма пуласси çинчен "Евро" тулли мар яваплă обществăн суту-илÿ пайĕн начальникĕ Е.Андреева каласа пачĕ.

Çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман, çавăнпа та ыйтăвĕсем те кăсăклă пулчĕç. "Слава" тулли мар яваплă общество директорĕ В.Павлов, "Тимофеев Н.В." хресчен ?фермер% хуçалăх пуçлăхĕ Н.Тимофеев хăйсен ĕçĕнчи тĕрлĕрен чăрмавсем пирки чарăнса тăчĕç. Агропромышленность комплексĕн ветеранĕ Н.Дмитриева ялхуçалăх ĕçченĕсене çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунчĕ.

Канашлăва райадминистрацин ялхуçалăх тата экологи пайĕн тĕп специалист-эксперт- агрономĕ Н.Николаев пĕтĕмлетрĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика