АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастар çамрăксемшĕн çул яланах уçă

17 марта 2018 г.

Хастар çамрăксемшĕн çул яланах уçă

Вăрмар районĕнче мал ĕмĕтлĕ, умне тĕллев лартса ăна пурнăçлама пĕлекен хастар яш-кĕрĕм сахал мар. Вĕсем хăйсен ĕçĕнче те тăрăшулăхпа палăраççĕ, районăн обществăлла пурнăçне те активлă хутшăнаççĕ. Çавăн пек çамрăксенчен пĕри - районти вĕрентÿ учрежденийĕсен централизациленĕ бухгалтерийĕн пуçлăхĕ-тĕп бухгалтерĕ Ольга Анатольевна Виссарионова /ÿкерчĕк çинче/. Вăл республикăра çулсерен иртекен "Хĕрарăм лидер" XVI конкурсра "Чи лайăх çамрăк руководитель" номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăрса I степеньлĕ Диплом илнине пĕлсен хаçат вулаканĕсене унпа çывăхрах паллаштарас терĕмĕр.

Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Ольга Анатольевна çут тĕнчене 1988 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче килнĕ. Мĕн пĕчĕкрен лара-тăра пĕлмен, пĕтĕм япалапа кăсăкланакан ача пулнă вăл. Вăрмарти 1-мĕш номерлĕ шкулта ăс пухнă. Активистсен шутĕнчен тухман, çамрăк армеецсен юхăмĕсен "Зарница" тата "Орленок" вăййисене, ăс-хакăл конкурсĕсене, спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăннă. Математика предметне пуçламăш классенченех кăмăлланă, цифрăсен тĕнчи ăна хăйĕн патне илĕртнĕ тейĕн. Кунта Ольга Анатольевнăн амăшĕ те, Надежда Леонидовна, пурнăçне бухгалтер специальноçĕпе çыхăнтарнине манас марччĕ. Çавăн пекех О.Виссарионова хăйĕн вĕрентекенне, Римма Валентиновна Матвеевăна, ырăпа асăнать. Вăл пултаруллă хĕрачан туртăмне асăрхаса унăн математика талантне малалла аталантарма пулăшнă.

10-11 классенче ăс пухнă вăхăтрах Ольга Анатольевна бухгалтера вĕреннине çирĕплетекен хĕрлĕ диплом илме пултарнă. Ун хыççăн тÿрех Хусанти социаллă тата гуманитарлă пĕлÿсен институчĕн экономика факультечĕн 3-мĕш курсне вĕренме кĕрет, хăйĕн пĕлĕвне малалла тăсать, хĕрлĕ диплом илме тивĕçет. Анчах кунпа кăна çырлахман вĕри чĕреллĕ хĕр, асăннă институтрах юриспруденци факультетне заочно майпа вĕренсе пĕтерет вăл. Çапла кĕске вăхăтрах аслă пĕлÿ илни çинчен калакан икĕ дипломлă пулса тăрать.

2008 çулхи сентябрь уйăхĕнче çирĕмри хĕр Вăрмар район администрацийĕн вĕрентÿ пайне бухгалтер пулса ĕçлеме килет. Хĕрÿллĕ кăмăл-туйăмпа ĕçлекен çамрăк специалист пысăк яваплăхпа, хăйĕн тивĕçне пĕлсе тата юратса пурнăçланине кура ăна 2014 çулта районти вĕрентÿ учрежденийĕсен централизациленĕ бухгалтерийĕн пуçлăхĕн-тĕп бухгалтерĕн ĕçне шанса параççĕ. Алă усса ларма хăнăхманскер, Ольга Анатольевна çанă тавăрса ĕçе пикенет, хăйĕн тĕслĕхĕпе ĕçтешĕсене те хавхалантарса тăрать. Ĕçĕ çăмăл мар, паллах. Кунта вăй хуракансем районти мĕнпур вĕрентÿ учрежденисен бухгалтери учетне ертсе пыраççĕ. 17 çынран тăракан коллектив Ольга Анатольевна тăрăшнипе туслă та пĕр шухăшлă ĕçлет.

Чылай хисеп хучĕсемпе грамотăсем О.Виссарионован çитĕнĕвĕсене туллин ĕнентереççĕ. Акă, 2015 çулта ăна Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп хучĕпе чысланă. Кăçал вара Ольга Анатольевна ЧР Президенчĕн стипендиачĕ пулма тивĕçнĕ. Февралĕн 26-мĕшĕнче районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ чухне вăл ЧР Президенчĕн М.Игнатьевăн аллинчен çакна çирĕплетекен ятарлă свидетельство илнĕ. Тепĕр эрнеренех республикăра çулсерен иртекен "Хĕрарăм-лидер" XVI конкурсăн çĕнтерÿçи пулса тăнă, ăна "Чи лайăх çамрăк руководитель" номинацире I степеньлĕ дипломпа наградăланă. Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов Ольга Анатольевна пирки мухтаса кăна каларĕ, унăн малашлăхĕ пысăк пулассишĕн иккĕленменнине палăртрĕ. "Хастар çамрăксемшĕн çул яланах уçă", - тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ.

О.Виссарионова пултаруллă руководитель кăна мар, юратакан мăшăр та, ырă кăмăллă анне те. Мăшăрĕпе Сергей Николаевичпа Дима ятлă ывăл ача çитĕнтереççĕ вĕсем. Пушă вăхăта яланах пĕрле ирттереççĕ. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика