АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастар чунлă культура ĕçченĕ

07 марта 2018 г.

Нумаях пулмасть Энтриялĕнчи культура çуртне халăх йышлăн пухăнчĕ. Кунта культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх пайташĕсем пысăк концерт лартса пачĕç, куракансене чунтан савăнтарчĕç.

Концерт программинчи 30 яхăн кашни номерĕ халăхăн кăмăлне кайрĕ, тĕплĕн хатĕрленни палăрса тăчĕ. Çакăн пек пысăк мероприяти ирттерес ĕçре чи малтанах культура çуртĕнче ырми-канми вăй хуракан Марина Галкинăн тÿпи пысăк. Пултаруллă та вашават, ĕçчен те сăпайлă çамрăк хĕрарăм хăйĕн юратнă ĕçне тÿрĕ кăмăлпа, тивĕçлĕ пурнăçласа пырать. 2009 çулхи март уйăхĕнче уçса кĕнĕ вăл Энтриялĕнчи культура çурчĕн алăкне. Унтанпа нумай шыв юхрĕ, мĕн тĕрлĕ çил вĕрмерĕ-ши, вăл вара тăхăр çул каяллахи пекех илемлĕ те лара-тăра пĕлмен директор. Ĕçлеме кĕнĕ-кĕмен ятарлă вĕренни кирлине тĕпе хурса 2010 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура факультетне заочно майпа вĕренме кĕнĕ, 2015 çулта ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ вăл. Ĕçе çанă тавăрса кÿлĕннĕ Марина Валериевна, йывăрлăхĕсем тупăнсах тăнă пулин те вăл вĕсене майĕпен-майĕпен çĕнтерсе пынă. Ĕçлеме пуçлани çулталăк çеç çитнĕ пулин те ăна районта кашни çулах иртекен «Çулталăкри чи пултаруллă культработник» конкурса хутшăнма ыйтнă. Тĕплĕн хатĕрленнĕ вăл, визиткине сăвăланă, чăваш йăлипе кăпăклă сăра вĕретнĕ, какай хуплăвĕ пĕçернĕ, илемлĕ тум çĕленĕ. Тăрăшни харама кайман унăн, вăл иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. Хĕрÿ те хастар чунлă культура ĕçченĕ кунран-кун, çулран-çул ĕçлеме хăнăхса пырать, районта иртекен пур мероприятисенче те активлă хутшăнать. Кашни çул вăл тăрăшнипе культура çурчĕ 5-6 диплом çĕнсе илет. Хĕле ăсатаççĕ-и, театр кунне ирттереççĕ-и, хуткупăсçăсен фестивалĕ-и, Хĕл Мучисен конкурсĕ-и - пĕтĕм çĕрех хутшăнса лайăх енчен çеç кăтартаççĕ энтрияльсем хăйсене. Тăватă çул ĕнтĕ культура çурчĕ çумĕнче каçхи улах ĕçлет. Кунта ал ĕç тума юратакансем пуçтарăнаççĕ. Ал ĕç ăстисем хушшинче ытларах тивĕçлĕ канăва тухнисем пулин те çамрăк специалист вĕсемпе яланах пĕр чĕлхе тупма пултарать. Вĕсем çыхнă, тĕрленĕ, çĕленĕ хитре япаласем, ăсталанă телей йывăçĕсем районта иртекен ал ĕç ăстисен куравĕсенче дипломсемпе парнесене темиçе хут та тивĕçрĕç.

Марина Валериевна ял пурнăçĕнче пулса иртекен ĕçсене те хастар хутшăнать. Ăна хисеплесе 2015 çулта ял тăрăхĕн депутатне суйланă. Депутат тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать вăл, кирлĕ сĕнÿсем парать. Халăхшăн ĕçлет, халăхпа пĕрле утать çирĕп чунлă хĕрарăм. «Ĕçне кура хисепĕ», - теççĕ халăхра. Марина Валериевнăна тимлĕ, тăрăшуллă, тÿрĕ кăмăлпа нумай çул ĕçленĕшĕн 2014 çулта Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотипе, 2017 çулта Тав çырăвĕпе чысланă.

Хăйĕн ĕçне чыслăн пурнăçласа пынисĕр пуçне çамрăк хĕрарăм лайăх мăшăр, юратнă анне. Мăшăрĕпе Юрий Михайловичпа виçĕ ача пăхса ÿстереççĕ. Аслă ывăлĕ Станислав Шупашкарта техникумра вĕренет, хĕрĕ Анастасия Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 9 класра ăс пухать, кĕçĕн ывăлĕ Артем ача садне çÿрет. Галкинсен килĕнче ăнăçлăхпа тăнăçлăх хуçаланаççĕ. Вĕсем хăтлă çурт хăпартса лартнă, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăххи-чĕппи, хурĕ-кăвакалĕ, кăрккийĕ. Пахчинче мĕн кăна лартса ÿстермеççĕ-ши, темĕн пысăкăш теплица, йĕри-тавра çĕр тĕрлĕ илемлĕ чечек. Тăванĕсене яланах тутлă кукăльпе, какай шÿрпипе кĕтсе илет тараватлă кил хуçи.

«Çурт никĕсне хывсан тăррине тумалла. Сăмах патăн пулсан ĕçпе пурнăçламалла. Çын илемĕ тумтиртен çеç мар, ĕçре хастар пулнинчен килнине асра тытса тăрăшас тетĕп малалла та», - тесе калаçать ырă чĕреллĕ культура ĕçченĕ. Юлташпа юлташла, тăванпа тăванла пурăнать Марина Валериевна. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.РАЗУМОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика