АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕм çăлкуçĕ - тăрăшса вăй хунинче

07 марта 2018 г.

Ÿсĕм çăлкуçĕ - тăрăшса вăй хунинче

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе Вăрмар районĕнчи страховани рынокне активлă аталантаракан хĕрарăмсене уйрăмах палăртса хăвармалла. Вĕсем чăннипех те хăйсен ĕçне, клиенчĕсене, РОСГОССТРАХ компание чунтан парăнса ĕçлеççĕ.

Паян хĕрарăмсен бизнесĕн хăйне евĕрлĕхĕ çинчен "РОСГОССТРАХ" страховани компанийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмар районĕнчи страховани уйрăмĕн начальникĕ Ирина Алексеева каласа парать.

- Ирина Михайловна, Сирĕн коллективра ĕçлекен хĕрарăмсен проценчĕ мĕнлерех?

- РОСГОССТРАХ компанин Вăрмар районĕнчи уйрăмĕнче ĕçлекен страховой агентсен 90 проценчĕ хĕрарăмсем. Вĕсем професси вăрттăнлăхĕсене парăнтарса, клиентсен йышне ÿстерсе çине тăрса ĕçлеççĕ.

- Çак сфера ăнăçлă аталанса пырасси ытларах мĕнле факторсенчен килет-ши?

- Ĕçлекен хĕрарăмсем валли чи хакли - ку вăл вăхăт. Карьерăпа килти пурнăçа йĕркелеме пĕлни, çемьери килĕшĕве тытса пырса компанире тупăш кÿрекен сутмалли механизм туса пыни чи пĕлтерĕшли шутланать.

- Çакна пурнăçа кĕртме май килет-и сирĕн?

- Вăрмарти страховани уйрăмĕ РОСГОССТРАХ компанин Чăваш Енри ытти уйрăмĕсемпе танлаштарсан чылай çул ĕнтĕ нумай кăтартусемпе лидерсен шутĕнче. 2017 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх эпир чи лайăх страховани уйрăмĕсене паракан Филиал директорĕн Кубокне çĕнсе илтĕмĕр. Вăрмарти страховани уйрăмĕнче страхованин пур тĕрлĕ тĕсĕсемпе йĕркеленĕ яваплăх сумми 5 миллиард тенкĕпе танлашать.

Нумай çул хушшинче пирĕн страховани уйрăмĕ кашни ял тăрăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан пулăмсем пирки хăйне евĕрлĕ информаци хатĕрленĕ. Ку вăл шыв-шур илессипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе, çил-тăвăл тухассипе çыхăннă пулăмсем.

2017 çулта Вăрмар районĕнче пурăнакансем РОСГОССТРАХ компани урлă 13 миллион тенке яхăн страховани тÿлевне илнĕ.

- Тĕп вырăнта мĕн сирĕн ĕçре?

- Эпир хамăрăн ентешсене вĕсен сывлăхĕпе пурлăхне пур енлĕн те страхлама пулăшатпăр. Пирĕн пурлăх вут-çулăма е шыв-шур илнине, вăйлă çил-тăмана пула та сиен тÿсме е йăлтах пĕтме те пултарать. Хальхи вăхăтра тата пăрлă çумăрсем те час-сасах пулаççĕ. Хăйсен пурлăхне вăхăтра страхланă кил хуçисем кăна хăвăртах саплаштару укçине илме пултараççĕ.

- Хăвăрăн ĕçĕрте нумай пулмасть пулса иртнĕ конкретлă тĕслĕхпе çирĕплетсе пама пултаратăр-и?

- Иртнĕ çулхи май уйăхĕнче Вăрмар поселокĕнчи тĕп урамсенчен пĕринче вырнаçнă çуртра электропроводра кĕске замыкани пулнăран пушар тухнă. Вут-çулăм пысăк хăвăртлăхпа хуралтăсене, мунчана, сарайне, гаража хыпса илнĕ, пушарнăйсем киличчен "хĕрлĕ автан" пурăнмалли икĕ хутлă çуртăн иккĕмĕш хутне те ярса илсе ĕлкĕрнĕ. Пушара ун чухне сÿнтерме çăмăлах пулман. Çапах та вут-çулăмран инкек тÿснĕ кил хуçисем страховани компанийĕ урлă саплаштару укçине илме пултарнă. Çак укçа-тенкĕпе вĕсем çĕнĕ хуралтăсем хăпартнă, çуртăн иккĕмĕш хутне те юсанă. Хăйсен пурлăхне, паллах, ку хутĕнче те страхланă.

- Мунчасем уйрăмах хăрушлăх кăларса тăратаççĕ-и?

- Çапла, пушар тухас хăрушлăх уйрăмах пысăк пулнăран мунчасене чи малтан страхлама сĕнетĕп. Мунча çунма пуçласанах пурăнмалли çурта хыпса илес хăрушлăх пысăк. Ытларах тĕслĕхсенче пушарнăйсем килнĕ çĕре мунча çунса пĕтет, çурта вара сыхласа хăварма май килет. Пĕчĕк хĕлхемрен те вăйлă пушар тухма пултарать. Тĕслĕхрен, иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче Мăнçырмара пурăнакансен хуçалăхĕнче йывăçран тунă мунча çунса кайнă. Инкек тÿснĕ кил хуçи 100 пин тенкĕлĕх страховани тÿлевне вăхăтра илнĕ, халĕ çĕнĕ мунча тума хатĕрленет.

- Страхованин хăш енĕсемпе ытларах усă кураççĕ-ха?

- Автомашинăсене, пурăнмалли кил-çурта, хуралтăсене, пурлăха страхласси уйрăмах анлă сарăлнă. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕхе те активлă страхлаççĕ. 2017 çулта страхланă выльăх-чĕрлĕх вилнĕ пирки район çыннисем 1,3 миллион тенкĕлĕх компенсаци укçи илнĕ. Юлашки çулсенче сывлăхшăн е пурнăçшăн сиен кÿрекен тĕрлĕ инкек-синкекрен те час-часах страхланаççĕ. Çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕ аварисемпе катастрофăсене, çутçанталăкри тĕрлĕ пулăмсене, право йĕркине пăсакан тĕрлĕ çынсене пула хăрушлăх тÿсме пултараççĕ. Страховани полисĕ инкек-синкек пуласран хăтармасса эпир лайăх ăнланатпăр, анчах та сипленме, сывлăха çирĕплетме каякан расхутсене саплаштарма пулăшать.

- Вăрмар районĕнче çавăн пекех Росгосстрах-Банк ĕçлет...

- Çапла. Росгосстрах-Банк юридици сăпатĕнчи тата уйрăм çынсен ыйтăвĕсемпе ĕçлет. Халĕ пирĕн 10 процент таранччен тупăш паракан "В десятку" вклад, аслă ÿсĕмри çынсем валли "Пенсионный доход" ятпа пулăшу тата тÿлевсĕр майпа усă курма май паракан пенси картти пур. Çак карттăпа пенсионерсем картта çинчи укçа çумне хушăнса пыракан процентсене илме пултараççĕ, аптекăра йÿнĕрех хакпа илейреççĕ.

- Ирина Михайловна, мĕн суннă пулăттăр Эсир "Хĕрлĕ ялав" хаçат вулакан хĕрсемпе хĕрарăмсене?

- Хăвăра, хăвăрăн шалти вăя ĕненĕр, ĕçе юратăр. Çемьене упрама пĕлĕр, çывăх çыннăрсене юратупа тимлĕх уйăрăр. Асра тытăр, эсир кил ăшшине, çемье вучахне упракансем, çавăнпа та хăвăрăн кил ăшшине упрама пĕлĕр, çав шутра пурлăха страхласа та. РОСГОССТРАХ компани вара, 2021 çулта хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленекенскер, яланах сирĕн валли шанчăклă та меллĕ страховани программи суйласа парать. Хамăрăн уяв ячĕпе хĕрарăмсене саламлатăп! Чун-чĕререн пур япалана та илемлĕ курма, пурнăçăн кашни пулăмне асамлăх пек йышăнма сунатăп.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика