АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чуна парса ĕçлесен ăнăçу пулатех

03 марта 2018 г.

Чуна парса ĕçлесен ăнăçу пулатех

"Вăрмарти çăкăр завочĕ" акционерсен уçă обществин ĕçне 2017 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа Сергей Вениаминович ЕГОРОВ ертсе пыма пуçларĕ. Вăхăт нумаях та иртмерĕ пулин те предприяти ĕçĕнче курăмлă улшăнусем пулса пыраççĕ. Предприятин çĕнĕ директорĕпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçма кăмăл турăмăр.

- Сергей Вениаминович, район çыннисем усăллă, пахалăхлă апат-çимĕç туянасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ паянхи кун. Конкуренци те вăйлă. Çăкăр заводĕнче халăха пахалăхлă продукципе тивĕçтерес тĕллевпе мĕнлерех ĕçсем пурнăçланаççĕ-ха?

- Паянхи куна çăкăр заводĕнче 72 тĕрлĕ тавар туса кăларатпăр. Пĕтĕмĕшле 2017 çулта çăкăрпа булка изделийĕсене 16 миллион та 300 пин тенкĕлĕх сутнă, çурмафабрикатсене 3 тонна та 930 кг тиесе ăсатнă, тăварланă пулă 13,5 тонна, кĕсел /кисель/ 2,5 тонна сутнă. Ĕçмелли пылак шыва /лимонада/ 21 пин те 735 декалитр туса кăларнă. Халăх кăмăлне çавăрас тĕллевпе производствăна çĕнĕ ассортиментпа пуянлатма тăрăшатпăр. Пашалу /фокачча/, вĕтÿ /лаваш/, иçĕм çырлирен пĕçернĕ сайкăсем тума тытăнтăмăр. "Цивильный", "Докторский" çăкăр пĕçеретпĕр. Çак кунсенче пирĕн çăкăр заводне Хусанти "Альянс-хлеб" тулли мар яваплă обществăран технологсем килсе кайрĕç, пире çĕнĕ продукци туса хатĕрлемелли вăрттăнлăхсене вĕрентсе хăварчĕç. Хусан технологĕсем пирĕн "Цивильный" çăкăра тутанса пăхнă хыççăн лайăх хак пачĕç. Хальхи вăхăтра эпир "Рижский", "Корельский" çĕнĕ çăкăрсем пĕçерме пуçлас ĕçе хатĕрленетпĕр, хут ĕçĕсемпе ĕçлетпĕр. Çак çăкăрсене пĕçернĕ çĕрех йĕтĕн /лен/, хĕвелçаврăнăш вăррисене ярасшăн. "Любимый" лимонада малтан пылаклатакан япаласем янă пулсан, халĕ 100 процент таранчченех сахăр ярса хатĕрлетпĕр. Çавна май çак лимонада кăмăллакансен йышĕ те ÿсрĕ. Уйрăмах тăварланă пулă аван сутăнать. Сельдсĕр пуçне скумбри, хамса пулăсене те тăварласа сутатпăр. Çавăн пекех çынсем сухари, сушка, пĕремĕк, аш-какайран хатĕрленĕ çурмафабрикатсене туянма кăмăллаççĕ. Конкуренцисĕр ĕç пĕр вырăнта тăрать, çавăнпа та хамăрăн продукци пахалăхĕшĕн тăрăшса ĕçлетпĕр. Продукцие пахалăхлă, натураллă чĕр-тавартан хатĕрлетпĕр.

- Вăрмарти çăкăр заводĕнче кулленех туса кăларакан продукци ăçта сутăнать-ха?

- Хамăрăн районти лавккасемсĕр пуçне пирĕн тавар Куславкка, Çĕрпÿ районĕсенчи халăха та савăнтарать. Унсăр пуçне Вăрмар пасарĕнче кашни эрнекунах ятарлă суту-илÿ вырăнĕ ĕçлет. Акă 2018 çултан пуçласа районти чылай шкулсене, поселокри 5 ача садне те хамăрăн продукципе тивĕçтерсе тăмашкăн килĕшÿ йĕркелерĕмĕр. Çитĕнекен ăрăва пахалăхлă апат-çимĕçпе тивĕçтересси вара пире тата та яваплăрах пулма хистет. Шкулсемпе ача сачĕсене эпир кулленех çăкăрпа булка изделийĕсемпе, катлетсемпе, пулăпа, аш-какайпа тивĕçтеретпĕр.

- Сергей Вениаминович, паллах, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртмешкĕн сахал мар укçа-тенкĕ, вăй-хăват, предприятире ĕçлекенсем ăнланни те кирлĕ. Пурнăçа кĕртсе пыракан çĕнĕлĕхсене кура ĕçе чунтан парăнса ĕçлени сисĕнет Сирте. Коллективра та çĕнĕлĕхсем пур-и?

- Малтанах пачах та урăх сферăра ĕçленĕ пулин те, паянхи ĕç вырăнĕ маншăн питĕ кăсăклă, хамăрăн пĕлÿ шайне ÿстерес тесе яланах тĕрлĕ семинарсене хутшăнатпăр, ытти предприятисен опычĕпе паллашатпăр, çĕнни, лайăххи, конкуренцие парăнманни шыратпăр. Коллективпа пĕр чĕлхе тупрăмăр тесе шутлатăп. Паянхи кун çăкăр заводĕнче 32 çын ĕçлет. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев çамрăксене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма хушать. Пирĕн коллектив та çамрăк техник-технологпа пуянланчĕ. Ку вăл Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă Диана Владимировна Николаева çамрăк специалист /ÿкерчĕк çинче сулахайран, унпа юнашар Татьяна Анатольевна Михайлова бухгалтер/. Людмила Николаевна Ефремова, Надежда Геннадьевна Матвеева, Елена Вениаминовна Кохнурова, Людмила Юрьевна Туймукова, Надежда Юрьевна Терентьева, Наталья Ивановна Иванова пекарьсем, кондитерсем, Елена Алексеевна Иванова производство мастерĕ уйрăмах нумай çул вăй хураççĕ. Çавăн пекех Марина Сергеевна Григорьева приемщик-сдатчик, Людмила Николаевна Петрова тĕп бухгалтер, Альбина Леонидовна Баданова нумай çул ĕçлеççĕ. Коллективра вăй хуракан хĕрарăмсене çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлатăп.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова калаcнa.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика