АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп ыйтусене те пăхса тухрĕç, пуху та ирттерчĕç

28 февраля 2018 г.

Тĕп ыйтусене те пăхса тухрĕç, пуху та ирттерчĕç

Февралĕн 21-мĕшĕнче Вăрмар районĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов ертсе пынипе районта информаци ушкăнĕ ĕçлерĕ. Унта ЧР сывлăх сыхлавĕн министерствин "Фармация" патшалăхăн унитарлă предприятин генеральнăй директорĕ О.Казарина, Федераллă службăн патшалăх статистикин Чăваш Республикинчи территорири органĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Егорова, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, райадминистрацин пай начальникĕсем хутшăнчĕç. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем 2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнчи РФ Президенчĕн суйлавĕ умĕнхи кампани мĕнле пыни çинчен, социаллă тата пенси законодательствине 2018 çулта кĕнĕ улшăнусем пирки пулчĕç. Информушкăн членĕсем чи малтан райадминистраци пуçлăхĕпе А.Васильевпа тĕл пулчĕç, унтан темиçе ушкăна пайланса Вăрмар хула, Чупай, Чулкас, Тикаш ял тăрăхĕсенче ĕçлерĕç.

ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев Вăрмарти "ОВАС" çĕвĕ фабрикине çитсе курчĕç, унти коллективпа тĕл пулса калаçрĕç. Паянхи кун тĕлне кунта 85 çĕвĕç вăй хурать. Предприятире ачасемпе çамрăксем валли хĕллехи тум-тир çĕлеççĕ. Фабрикăра туса кăларакан продукци пысăк пахалăхпа палăрса тăрать. 2017 çулта 29,7 миллион тенкĕлĕх продукци тиесе ăсатнă. Ĕç укçине ĕçленĕ тăрăх, вăхăтра тÿлеççĕ. Кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явнă май информушкăн членĕсем 2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнчи РФ Президенчĕн суйлавĕ пирки калаçрĕç. 2018 çулхи февралĕн 10-мĕшĕ тĕлне суйлавра регистрациленнĕ 8 кандидат хутшăнать. Регионта суйлава хатĕрленсе ирттерме ЧР Тĕп суйлав комиссийĕ* территорири 28 суйлав комиссийĕ* участокри 1177 суйлав комиссийĕ, çав шутра вăхăтлăх пурăнакан вырăнсенче ?2 следстви изоляторĕ, 13 медицина стационарĕ% участокри 15 суйлав комиссийĕ хутшăнаççĕ. Пине яхăн суйлавçă сасăлакан 349 пысăк суйлав участокĕнче тата территорири пĕтĕм суйлав комиссийĕсенче те Интернета тÿрех трансляци тăвакан видеосăнав йĕркелеççĕ. Суйлава хатĕрленсе ирттерес тапхăрта саккунлăхпа, право йĕркипе, хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтусене яланхиллех пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Тĕл пулура социаллă тата пенси законодательствине 2018 çулта кĕнĕ улшăнусем пирки те калаçрĕç. Унсăр пуçне ытти ыйтусене те сÿтсе яврĕç. Тĕслĕхрен, хутса ăшăтнăшăн "Урмарытеплосеть" муниципаллă унитарлă предприятине тÿлемелли хак пирки, поселокра тротуарсем тăвасси, нумай хваттерлĕ çуртсенче юсав ĕçĕсем ирттересси, Вăрмар поселокĕнчи кану паркне реконструкцилесси.

Информаци ушкăнĕн тепĕр членĕ - Вăрмар район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов - Чулкас ял тăрăхне çитсе курчĕ. Вăл ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Л.Ивановпа тата кунти специалистсемпе, Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул коллективĕпе тĕл пулчĕ. Чулкас ял тăрăхне Ямпай, Кивĕ Мăнтăр, Анаткас, Чулкас ялĕсем кĕреççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Геннадьевич пĕлтернĕ тăрăх, çывхарса пыракан РФ Президенчĕн суйлавне тивĕçлĕ шайра ирттерсе яма кунта хĕрсех хатĕрленеççĕ. Ю.Соколов 2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнчи РФ Президенчĕн суйлавĕ умĕнхи кампани мĕнле пыни çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ, цифрăсемпе паллаштарчĕ, суйлав пĕр кăлтăксăр иртсе кайтăр тесе пурин те пĕтĕм вăя хумаллине палăртрĕ. Пухăннисене социаллă тата пенси законодательствине 2018 çулта кĕнĕ улшăнусем те кăсăклантарчĕç. Юрий Васильевич пĕтĕм ыйту çине туллин хуравларĕ, кашни саманта уçăмлатса пачĕ, çав шутра ĕçлекен тата ĕçлемен пенсионерсене паракан пенси укçин шайĕ тата вăл мĕнрен килни пирки те.

Çак кунах Вăрмар поселокĕнчи культура çуртĕнче "Федераллă патшалăх вĕрентÿ стандарчĕ: шкул ачисене воспитани парас ĕçĕн тĕп енĕсем" темăпа пĕтĕм районти ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртрĕ. Мероприятине ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, райадминистраци пуçлăхĕ А.Васильев, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, Тихвински Турамăш Турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте, Вăрмар хула администрацийĕн тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти вĕрентÿ учрежденийĕсен руководителĕсем, ашшĕ-амăшĕсен комитечĕсен, профилактика Канашĕн председателĕсем, обществăлла организацисен, право хуралĕн органĕсен представителĕсем тата ашшĕ-амăшĕсем хутшăнчĕç. Пухăннисем ачасене тĕрĕс воспитани парассипе, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма вĕрентессипе, вĕсенче яваплăх, ĕçченлĕх, патриотизм туйăмĕсене аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Воспитани ĕçĕнчи ăнăçлăх шкулпа çемье пĕр тĕллевлĕ пулнинчен килет тесе пĕтĕмлетрĕç.

Çавăн пекех пухура вĕрентÿ учрежденийĕсен обществăлла управлени органĕсен представителĕсене райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Унтан сцена çине Вăрмар район вĕрентекенĕсен пĕрлештернĕ хорĕ тухса юрларĕ, вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА, И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика