АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев Вăрмар районĕнче пулчĕ

28 февраля 2018 г.

Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев Вăрмар районĕнче пулчĕ

Февралĕн 26-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Вăрмар районĕнче пулчĕ. Районти культурăпа кану çуртĕнче районăн 2017 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсене, 2018 çулхи задачисене палăртрĕç. Чи малтанах Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев район ертÿлĕхĕпе район администрацийĕнче тĕл пулчĕ, вĕсем чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене куçа-куçăн сÿтсе яврĕç.

Культура çуртĕнче фойере Михаил Васильевича районти шкулсенче вĕренекен волонтерсен команди кĕтсе илчĕ. Сумлă хăна çак шкул ачисем волонтерсен юхăмне хăйсен ирĕкĕпех кĕнĕ-и-ха, тесе ыйтрĕ, спортăн хăш енĕсемпе интересленнипе те кăсăкланчĕ. Фойере хатĕрленĕ куравсене пăхса пынă май ăна ытларах шкул ачисен пултарулăхĕпе çыхăннисем кăсăклантарчĕç. Çавăн пекех "Урмарская" ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики" АО хатĕрленĕ продукципе тата унăн хакĕсемпе те кăсăкланчĕ. Унсăр пуçне фойере "Светлана", "ОВАС" çĕвĕ фабрикисен, "Вăрмарти çăкăр завочĕ", "Общепит", "АгроРесурсы" тулли мар яваплă обществăсен продукцийĕсене те тăратнă пулнă. Ял тăрăхĕсем те ал ĕç ăстисен илемлĕ куравĕсене хатĕрленĕ.

Мероприяти пуçланас умĕн Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев район çыннисене наградăсем, ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсене ятарлă свидетельствăсем парса чысларĕ.

Михаил Васильевич канашлăва уçнă май тĕлпулу уçă калаçу евĕр иртессе пĕлтерчĕ, канăçсăрлантаракан ыйтусем пур пулсан хут çине çырса пама ыйтрĕ. Çавăн пекех вăл районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне сÿтсе явни малашне района мĕнле пулăшу кирлине тата халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли, йывăрлăхран тухмалли тĕп енсене палăртма май панине каларĕ. Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев Вăрмар районĕнче пурăнакансене тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пурăннăшăн, аграри секторĕнчи пысăк кăтартусемшĕн тав турĕ. 2017 çулта районти ялхуçалăх организацийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 29,5 процент ÿснĕ. "Пуçаруллă çамрăксем фермер хуçалăхĕсем йĕркелесе яраççĕ, çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕртеççĕ. Вĕсен малалла аталанмалли пĕтĕм майсем пур", - терĕ вăл. Регион руководителĕ ялхуçалăх аталанăвне патшалăх уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. Чăваш Республикин агропромышленноç комплексне аталантарма уйăракан патшалăх пулăшăвĕ 2018 çулта 2,5 млрд тенкĕрен кая мар пулĕ.

Раççей Президенчĕн В.Путинăн май уйăхĕнчи Хушăвĕсем республикăра ăнăçлă пурнăçланса пынине М.Игнатьев палăртрĕ, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли социаллă пĕлтерĕшлĕ пур мерăсем те пурнăçланаççĕ. Малашне те муниципалитетсене влаç органĕсен енчен пулăшу кÿрессе пĕлтерчĕ Михаил Васильевич, анчах та районсенчен те лайăх кăтартусем кĕтнине каларĕ. "Ресурссем пур, вĕсемпе пĕлсе тата тухăçлă усă курмалла. Халăхăн пурнăç условийĕн шайне хăпартса пырассишĕн ырми-канми тăрăшмалла", - терĕ М.Игнатьев.

Тĕп докладпа Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев тухса калаçрĕ. 2017 çулта муниципалитет пĕрлешĕвĕн бюджечĕ 440,9 миллион тенкĕпе танлашнă, тăкак пайĕ 445 миллион тенкĕ пулнă. 2018 çулта муниципалитет шайĕнчи 16 программăпа ĕçлеме тĕллев лартнă, вĕсене пурнăçа кĕртме 111,2 миллион тенкĕ плана кĕртнĕ. Вăл шутра республика хыснинчен - 60,3 миллион, вырăнти бюджетран - 50,9 миллион палăртса хунă. Республика Пуçлăхĕ ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе ытларах тăрăшмаллине асăрхаттарнă, паян районта 6 пин гектар çĕр усăсăр выртать. "Вĕсемпе тĕллевлĕн усă курманнине кура вырăнти бюджетра çителĕклĕ таран укçа пухăнса пымасть. Уйрăмах ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен çак ыйтупа тăрăшса ĕçлемелле", - терĕ вăл.

Канашлăва пухăннисем сĕт хакĕ пирки те сăмах пуçарнă. Çĕршывра Беларуç Республикинчен сĕт-çу таварĕсене илсе килессине пăрахăçлама йышăннă. Малашне хаксем йĕркеленĕç. М.Игнатьев çурт-йĕр тата йăлари хытă каяшсене тирпейлесе пуçтарас ыйтусене, çамрăк çемьесене уйрăмах тимлĕх уйăрмаллине каларĕ.

ЧР финанс министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Ф.Муратова бюджет ыйтăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Вырăнти бюджета ытларах укçа-тенкĕ пуçтарассипе тăрăшса ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Районта 4333 çын организацисемпе предприятисенче суя ĕç хучĕсемпе ĕçлеççĕ. Вĕсене пула та хыснана туллин укçа кĕменни сисĕнет, 40 миллион ытла тăкак тесе пĕлтерчĕ. Мероприятие çавăн пекех ЧР экономика министрĕн заместителĕ И.Антонова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем В.Иванов тата Ю.Зорин тухса калаçрĕç.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май регион Пуçлăхĕ малашне те пĕр чăмăра пухăнса ĕçлеме, муниципалитет пĕрлешĕвĕн аталанăвне çÿллĕрен те çÿллĕ шайра тытса пырассишĕн пурин те ырми-канми тăрăшмаллине палăртрĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика