АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă енне туртăнсан умри çул та уçăлать

22 февраля 2018 г.

Ырă енне туртăнсан умри çул та уçăлать

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев кашни çул ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарать. Унта вăл Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕллевĕсене уçăмлăн палăртать.

"Пирĕн тÿрĕ тивĕç - республика позицийĕсене экономикăпа наукăра тата социаллă сферăра çирĕплетесси, çав хушăрах тата хамăрăн культурăпа хăй евĕрлĕхе те сыхласа хăварасси. Ятарласа тытăнсан ĕç пулатех, тенĕ ваттисем. Эпĕ çак сăмахсене ĕненетĕп! Ырă енне туртăнакан ырă çул çине тухатех! Тĕп ыйтусене пурнăçа кĕртес тесен пирĕн вăйсене пĕрлештермелле. РФ Президенчĕ В.Путин тавра чăмăртанмалла. Эпир пĕлетпĕр - вăл ертсе пынипе Раççей çĕршывĕ тĕнче шайĕнче аслă патшалăх пулса çĕнĕрен çĕкленчĕ! Çак çитĕнÿсене хамăрăн ачасем валли упраса хăвармалла! Йышпа, Турă пулăшнипе эпир пур ĕçе те тума пултаратпăр. Чăваш Ен халăхĕ пултаруллă ĕçлеме пĕлнипе, ытларах тума ăнтăлнипе палăрса тăрать", - тенĕ Михаил Васильевич Çырура. М.Игнатьев Çырăва хамăр республикăра пурăнакансен шухăш-кăмăлне шута хурса йĕркеленĕ. Пирĕн район çыннисем те Çырура каланисене тĕпе хурса ĕçлесе пыраççĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни çулах республикăри ытти районсенчи пекех пирĕн районта та иртнĕ çулхи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетсе малашлăх планĕсене çирĕплетеççĕ.

Иртнĕ çул пирĕн районшăн обществăлла пĕлтерĕшлĕ мероприятисемпе пуян пулчĕ. Районта пурăнакансемшĕн чи пĕлтерĕшли Вăрмар поселокĕ пуçланса кайнăранпа 70 çул çитни тата Вăрмар районĕ 90 çул тултарни пулчĕ. Çавăн пекех Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне чаплă лару-тăрура уçса малалла ăнăçлă ĕçлесе пытăмăр. Çак çул районта пурăнакан çамрăксемпе çитĕннисем çемье тата ашшĕпе амăшĕн пĕлтерĕшне мухтакан тĕрлĕ акцисене, уявсене, конкурссене, конференцисене хутшăнчĕç. Раççейре Экологи çулталăкĕ тесе пĕлтернине те чунпа йышăнса активлăх кăтартрĕç.

Районăн 2017 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ май халăх пурнăçне лайăхлатакан тĕп енсем çинче чарăнса тăмалла. 2017 çулта пурнăçланă ĕçсем пĕтĕмпех районта пурăнакансен пурнăç шайне лайăхлатас тĕллевпе пулса пынă. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем: организацисен таварçаврăнăшĕ 2017 çулта 2016 çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 7 процент ÿснĕ /750,1 млн тенкĕлĕх/; суту-илÿри пысăк предприятисенчи ваккăн сутакан таварçаврăнăшĕ 11 процент ÿснĕ /463,5 млн тенкĕ/; вăтам ĕç укçи 9,0 процент пысăкланнă /18278 тенкĕ/; пур шайри бюджетсенчен налук укçи кĕресси 20 процент ÿснĕ /144 млн тенкĕ/, е çакă 2016 çулхипе танлаштарсан 24 млн тенкĕ ытларах.

Регистрациленĕ ĕçсĕр граждансен йышĕ чакнă, пĕтĕмĕшле 39 ĕçсĕр çынна регистрациленĕ /0,32 процент/, 2016 çулта çак вăхăтра 56 çын пулнă /0,43 процент/.

 

Пĕрлештернĕ бюджета пурнăçлани

Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн бюджета еплерех пурнăçласа пыни пĕлтерĕшлĕ. Пĕрлештернĕ бюджета пĕтĕмпе 441 млн тенкĕ укçа кĕнĕ, çав шутра хамăрăн тупăш 88,4 млн тенкĕпе танлашнă, е çакă çулталăклăха палăртнинчен 103 процент пулать. Уйрăм çынсен тупăшĕсем çине хывнă налуксем 4,0 процент ÿснĕ, 2016 çулхипе танлаштарсан 1 млн та 723 пин тенкĕ ытларах /2016 çулта - 43 млн та 445 пин тенĕ, 2017 çулта 45 млн та 169 пин тенкĕ/; çĕр налукĕ 49 процент е 1 млн та 861 пин тенкĕ ытларах кĕнĕ /2016 çулта - 3 млн та 802 пин тенкĕ, 2017 çулта 5 млн та 664 пин тенкĕ/. Муниципаллă пурлăхпа усă курнинчен районăн пĕрлештернĕ бюджетне кĕнĕ налукпа çыхăнман тупăшсем 9 процент ÿснĕ, çав шутра хуçи çук çĕрсене арендăна парса кĕнĕ тупăш та икĕ хут ÿснĕ /2016 çулта - 2 млн та 667 пин тенкĕ, 2017 çулта 5 млн та 39 пин тенкĕ/. Çав вăхăтрах муниципаллă пурлăхшăн тата çĕр участокĕсемшĕн аренда тÿлевне татса пĕтермен ?2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне парăм 316 пин тенкĕ пулнă пулсан, 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак парăм 412 пин тенке çитнĕ. Вĕсенчен кăçалхи февралĕн 15-мĕшĕ тĕлне 182 пин тенкине парса татнă.

Пĕрлештернĕ бюджетăн тĕп пайĕ налук тата налукпа çыхăнман тупăшран тăрать, вĕсем уйрăм çынсенчен 51 процент /45168,6 пин тенкĕ/, нефть продукчĕсен акцизĕсенчен 14 процент /12544,7 пин/, пурлăх налукĕнчен 10 процент /8380,2 пин тенкĕ/ пырса кĕнипе çыхăннă.

Бюджет расхучĕсен эффективлăхне ÿстересси тата ăна оптимизацилесси чи кирлĕ ĕçсенчен пĕри, çав шутра патшалăх тата муниципаллă саккасĕсем урлă ĕçлесси те пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2017 çулта Вăрмар районĕн муниципаллă заказчикĕсемпе 121 млн тенкĕлĕх килĕшÿ тунă. Вĕсенчен конкурс процедурипе 63 млн тенкĕлĕх контракт тунă. Бюджет эффективлăхĕ 5,3 процент пулнă, çапла майпа 3,5 млн тенкĕ бюджет укçине перекетленĕ. Вак предпринимательлĕх субъекчĕсенче тата социаллă тĕллевлĕ коммерциллĕ мар организацисенче вырнаçтарнă закупкăсен пайĕ иртнĕ çул 60 процент пулнă.

Çĕр ресурсĕсемпе тата пурлăхпа пĕлсе усă курасси, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси тата çĕнĕ производствăсем уçасси - 2018 çулта район бюджетне пуянлатмалли тĕп мелсем.

 

 

Промышленноç, вак тата вăтам бизнес

 Район экономикинче промышленноçпа вак тата вăтам бизнес пысăк вырăн йышăнаççĕ. Районта продукци туса кăларакан тата промышленность пулăшăвĕсем паракан 11 предприяти ĕçлет.

2017 çулта хамăр туса кăларакан продукцие тиесе ăсатассипе тата халăха пулăшу кÿрессипе 282 млн тенкĕлĕх ĕçленĕ е 112 процент. Производствăна уйрăмах аталантарса пыракан предприятисене - "Чувашхлебопродукт" акционерсен обществин Вăрмар районĕнчи тырă йышăнакан пункта /234,0 процент/, "Урмарский мехзавод" акционерсен уçă обществине /168,7 процент/, "Алекс" тулли мар яваплă обществăна /168,4 процент/, "Светлана" тулли мар яваплă обществăна /142,4 процент/, "Чувашвтормет" акционерсен уçă обществин Вăрмар районĕнчи участокне /123 процент/ - палăртса хăвармалла.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура çапла палăртнă: "Республикăри пĕчĕк бизнес чылай чухне экономика ÿсĕмĕн хăвăртлăхне, пĕтĕм регион продукчĕн тытăмне палăртать. Паян пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсем республикăри ĕçлеме пултаракан халăхăн пĕрре виççĕмĕш яхăн пайне ĕçпе тивĕçтереççĕ. Пирĕн умра предпринимательсен çĕнĕ ăрăвне йĕркелессипе çыхăннă уйрăм тĕллев тăрать. Предприниматель ĕç-хĕлне хастар чунлă та çирĕп тĕллевлĕ çамрăксене явăçтармалла".

Районти вак тата вăтам предпринимательлĕх сферинче икĕ пин ытла çын вăй хурать е экономика отраслĕнче вăй хуракансенчен шутласан 50 процент /4137 ĕçлекен/.

Районти вак тата вăтам предпринимательлĕх предприятийĕсем 146 млн тенкĕлĕх инвестици хывнă, хамăр туса кăларса тиесе ăсатнă продукци калăпăшне 613,0 млн тенкĕлĕх пурнăçланă. Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерстви урлă иртнĕ çул вак предпринимательлĕх субъекчĕсене 9 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ панă, çакă 2016 çулхипе танлаштарсан 4,5 хут нумайрах.

"Иванов В.А." хресчен /фермер/ хуçалăхне оборудовани туяннăшăн республика бюджетĕнчен 3,035 млн тенкĕлĕх субсиди парса пулăшнă. "Урмарская" коллективлă строительство организацийĕ" акционерсен хупă обществине 2,0 млн тенкĕ çăмăллăхлă майпа кивçен панă тата 1,0 млн тенкĕлĕх обязательствăсене пурнăçлама поручитель пулса пулăшнă.

Çавăн пекех "ОВАС-Спорт" тулли мар яваплă обществăна çăмăллăхлă кредит мелĕпе 3,0 млн тенкĕ панă.

Районти предпринимательсем кашни çулах тĕрлĕрен конкурссене хутшăнаççĕ. Чăваш Республикинче вак тата вăтам предпринимательсен субъекчĕсем хушшинче иртнĕ "Лучший предприниматель Чувашии - 2017" конкурсăн "Лучший сельхозтоваропроизводитель -2017" номинацире "Ямуков Г.Н." хресчен /фермер/ хуçалăх пуçлăхĕ 2017 çулта чи лайăх ялхуçалăх таварĕсем туса илекен ята илнĕ.

2018 çулта район экономикине аталантармалли палăртнă тĕллевсем: чи малтанах ĕç укçине ÿстермелле; хамăр туса кăларакан продукцин калăпăшне тата тавар туса кăларассине, халăха пулăшу кÿрессине ÿстермелле; экономикăри пур отрасле те инвестицисене явăçтармалла.

Район бюджетне потребительсен рынокĕ еплерех аталанса пыни те тÿрремĕнех пырса тивет. Унта суту-илÿ предприятийĕсен тĕрлĕ çĕре пайланнă сечĕсем, обществăлла апатлану тата халăха тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿресси кĕреççĕ. Вăрмар район территорийĕнче ваккăн тавар сутакан, обществăлла апатланăвăн тата халăха пулăшу кÿрекен 248 объект ĕçлет.

2017 çулта район территорийĕнче çĕнĕрен хăпартса лартнипе тата киввисене реконструкциленипе потребитель рынокĕн 6 объекчĕ уçăлнă. Çул хĕрринчи сервиссем: "Нефть-Трэвел" тулли мар яваплă обществăра газ заправки ĕçлеме тытăннă* А.Орлов уйрăм çын предпринимателĕн "BestОil" автомашинăсен заправки уçăлнă. Потребитель рынокĕн сферинче: Аслă Чак ялĕнче Л.Николаев уйрăм çын предприниматель лавкка уçнă; Вăрмар поселокĕнче С.Таратин уйрăм çын предприниматель суту-илÿ комплексне ĕçе яма пултарчĕ; Вăрмар поселокĕнче "Пятерочка" супермаркет ĕçлеме тытăнса халăха хăй патне илĕртет; Вăрмар поселокĕнче И.Николаева уйрăм çын предпринимателĕн "Урмарская стоматология" тулли мар яваплă общество уçăлнă.

 

 Ялхуçалăх аталанăвĕ

Пирĕн район ытларах ялхуçалăх енĕпе ĕçлесе пурăнать.

2017 çулта районта пĕтĕм категориллĕ хуçалăхсене шута илсен, ялхуçалăх таварĕсене 1 млрд та 622 млн тенкĕлĕх туса илнĕ, çакă 2016 çулхипе танлаштарсан 102,8 процент, çав шутра ялхуçалăх предприятийĕсенче 137,4 процент.

Иртнĕ çул районта ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 2016 çулхипе танлаштарсан 14 процент ÿснине палăртмалла /2017 çулта вăл 15358 тенкĕ пулнă, 2016 çулта - 13452 тенкĕ/.

Патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курса выльăх-чĕрлĕх усрамалли çĕнĕрен фермăсем хăпартса, киввисене тĕпрен юсаса çĕнетсе тата çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пынипе выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илессине устерме май килнĕ.

Районта пурăнакансем вак хуçалăхсене аталантарас тĕллевлĕ программăсене хутшăнса çемье фермисем йĕркелесе янă тата тин ĕçлеме тытăнакан фермерсем те ăнăçлă ĕçе пуçăннă. Çапла вара çак программа ĕçлеме тытăннăранпа пирĕн районта фермер ĕçне 6 çын, выльăх-чĕрлĕх тытас тĕллевпе 4 çемье ферми ĕçлеме тытăнса патшалăх пулăшăвĕпе 38 млн тенкĕ ытла грант илме пултарнă. 2017 çулта фермер ĕçне пуçăнакан "Петров С.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхĕн пуçлăхĕ тата çемье фермипе "Иванов Н.А." тата "Иванов В.А." хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем 23 млн тенкĕлĕх грант мелĕпе пулăшу илнĕ.

2017 çулта ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем мăйракаллă шултра выльăх пуçне 9 процент ÿстерсе 1076 пуçа çитернĕ /2016 çулта - 985 пуç/, çав шутра сăвакан ĕнесен йышĕ 1,5 процент ÿссе 395 пуçа çитнĕ /2016 çулта - 389 пуç/. Сурăх усракансен йышĕ те палăрмаллах ÿснĕ - 54 процент /2017 çулта 727 пуç, 2016 çулта - 471/.

Аш-какай туса илесси 2017 çулта 517 тоннăна çитнĕ, 2016 çулта 444,9 тонна пулнă /16 процент ÿснĕ/, ялхуçалăх предприятийĕсенче çăмарта туса илесси 27 процент ÿснĕ, пĕтĕмпе 4 млн та 152 пин штук, çак цифра 2016 çулта 3268 пин штук пулнă. Сĕт туса илесси 27,8 процент ÿснĕ /2017 çулта 1142 тонна, 2016 - 901,3 тонна/.

Хальхи вăхăтра сĕт хакĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан чылай чакса кайни те нумай йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ.

Шел пулин те, сыснасен йышĕ палăрмаллах чакрĕ, 2016 çулта 359 пуç пулнă пулсан, кăçал - 233 пуç. Кайăк-кĕшĕк йышĕ те 70266 пуçран 42658 пуç кăна тăрса юлнă /39 процент чакнă/.

2018 çулта ялхуçалăх производствине анлăлатас тĕллевпе фермăсем хăпартса лартма хатĕр проектсем пур, вĕсене ĕçе ямалла. "Иванов Н.А." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче 100 пуç мăйракаллă шултра выльăх вырнаçмалăх вите тума палăртнă; çавăн пекех "Васильев А.Ю." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче 200 пуç, "Алексеев А.В." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче 100 пуç мăйракаллă шултра выльăх валли вите хăпартса лартмалла; "Петров С.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче 30 пуç, "Николаев А.В." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче - 25, "Ефимов Ю.В." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче 20 пуç мăйракаллă шултра выльăх валли вите тăвас ĕçе пуçăнмалла, "Павлова Е.А." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче 100 пуç çамрăк пăру туянма килĕшÿ тунă, кĕçех вĕсем хăйсен вырăнĕсене йышăнĕç; "Вăтам Энĕш" тулли мар яваплă обществăра выльăх-чĕрлĕхе пусса тирпейлекен цех тума палăртнă; "Слава" тулли мар яваплă обществăра, "Шигали" ялхуçалăх производство кооперативĕнче тата "Иванов В.А." хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче тырă типĕтмелли агрегат туянма тĕллев тытнă* "Арманов В.К." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче 1 пин тонна çĕрулми вырнаçмалăх хранилище тумалла.

2017 çулта ялхуçалăх отраслĕнче 5 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. 107 млн тенкĕ инвестици хывнă, 2016 çулта - 68,8 млн тенкĕ пулнă /154 процент/.

Ялхуçалăх таварĕсем туса илекен 45 хуçалăх 50 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ илнĕ /2016 çулхипе танлаштарсан 6,2 процент ытларах/.

Районти аграрисем тĕрлĕ енлĕ кредитсем илсе тата хăйсен укçи-тенкипе ялхуçалăх техникин паркне çĕнетсе пырассипе аван ĕçлеççĕ. Пĕтĕмпе 75 млн тенкĕлĕх 27 единица ялхуçалăх техники, 2016 çулта 54,6 млн тенкĕлĕх 21 единица туяннă /138 процент/.

Ют çĕршывран пысăк вăйлă трактор, погрузчик, выльăх апачĕ хатĕрлекен комбайн тата тĕштырă пухса кĕртмелли 3 комбайн, пысăк ĕç тума пултаракан тĕрлĕрен агрегатсем туяннă. Ку енĕпе "Свебрата" тулли мар яваплă общество, "Иванов В.А", "Ямуков Г.Н" хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем тата ыттисем те лайăх ĕçленине палăртса хăвармалла.

2017 çулта районта пĕтĕм категориллĕ хуçалăхсене шута илсен, ялхуçалăх культурисем туса илекен çĕр лаптăкĕ 28005 гектар пулнă, 2016 çулхипе танлаштарсан 101,3 процент. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 16801 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Пĕр гектартан вăтамран 26,5 центнер /2016 çулта - 21,2 центнер/ пухса кĕртнĕ. Тĕш-тырăна 44,5 пин тонна çапса тĕшĕленĕ /2016 - 35,8 пин тонна/, иртнĕ çулхипе танлаштарсан 125 процент.

Çĕрулмине 576 гектар çинчен, пĕр гектартан вăтамран 237,4 центнер, пĕтĕмпе 13671 тонна пухса кĕртнĕ. Пахчаçимĕçе 36 гектар çинчен 1206 тонна пухса кĕртнĕ, пĕр гектар пуçне шутласан вăтамран 335 центнер пулнă /2016 - 314,7 центнер/.

Шел пулин те, çанталăк условийĕсене пула 568 гектар пĕрчĕллĕ культурăсен тата 58 гектар çинче çĕрулми участокĕсем тĕп пулчĕç.

Хăмла çитĕнтерессипе районта "АгроРесурсы" тулли мар яваплă общество ĕçлет. 2017 çулта 26 гектар çинчен 45 тонна хăмла пухса кĕртнĕ /вăтамран пĕр гектартан 17,3 центнер/. 2016 çулта 42,8 тонна, пĕр гектартан 16,5 центнер пулнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан 105,1 процент. Хальхи вăхăтра Кĕтеснер ял тăрăхĕнче тепĕр 8 гектар хăмла пахчи ĕрчетсе ярас ĕçе пуçăннă.

2017 çулхи ноябрь уйăхĕнче район территорийĕнче симĕс сухан тата ытти çимĕçе туса илес енĕпе ĕçлекен "Зеленая миля" тулли мар яваплă обществăна регистрациленĕ, çавăн пекех вĕсем туса илнĕ продукципе суту-илÿ тума "Зеленая миля" ялхуçалăх кооперативĕ ĕçлеме тытăннă. Хальхи вăхăтра малтанхи сысна витине реконструкцилесе симĕс пахча çимĕçе 20 сотка çĕр çинче туса илсе район территорийĕнче вырнаçнă лавккасенче, обществăлла апатлану вырăнĕсенче унпа усă курма тытăннă. 2017 çулта ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман 1704 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Çавăн пекех хуçи çук çĕр пайĕсене муниципаллă пурлăха куçарас ĕçе вĕçленĕ. Пирĕн умри тĕп задача - агропромышленноç сферинче выльăх-чĕрлĕх йышне чакармалла мар тата усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе ĕçлемелле.

 

 Пурăнмалли çурт-йĕр

 2017 çулта экономикăна тата социаллă сферăна пур тĕрлĕ çăлкуçсенчен хывнă инвестицисен калăпăшĕ 327 млн тенкĕпе танлашнă, ÿсĕм - 102 процент.

Иртнĕ çул Вăрмар районĕнче коммерциллĕ 19 инвестици проекчĕ пурнăçлама тытăннă. Пĕтĕмĕшле вĕсен хакĕ 163 миллион тенкĕпе танлашнă. 13 проектне пурнăçа кĕртсе пĕтернĕ, 50 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.

Граждансен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатасси Раççей политикин тĕп енĕсенчен пĕри. Пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса памалли майсем пурри ĕç пахалăхне, квалификаци шайне ÿстерме, демографи лару-тăрăвне лайăхлатма май парĕ.

2017 çулта "2014-2017 çулхи тата планпа палăртнă 2020 çулчченхи тапхăрти ял территорийĕсен çирĕп аталанăвĕ" федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн, "Пурăнмалли çурт-йĕр" федераллă тĕллевлĕ программăн "Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çумпрограммăпа килĕшÿллĕн 8 çемье пурăнмалли условисене лайăхлатнă. Çавăн пекех тăлăха, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă 5 ачана пурăнмалли хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ.

"Граждансене Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă авариллĕ çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси" программа районта 2016 çулта вĕçленнĕ. Программа пурнăçланнă вăхăтра граждансене 5533 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр уйăрса панă, пĕтĕмĕшле ăна пурнăçлама 156 млн тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне 2012 çулхи январь уйăхĕ хыççăн авариллĕ тесе йышăннă нумай хваттерлĕ тепĕр 13 çуртра пурăнакансене çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтерме палăртнă.

Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕнче учетра тăракан нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем парас ĕç çителĕксĕр пурнăçланать. Çакă Вăрмар хула тăрăхĕнче пушă çĕр участокĕсем çуккипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра районĕпе учетра нумай ачаллă 78 çемье тăрать. Çĕнĕ микрорайонта пурăнмалли çурт-йĕр строительстви валли юрăхлă çĕр участокне республика харпăрлăхĕнчен муниципаллă пурлăха куçарса нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе тивĕçтерме палăртнă.

Кăçалхи январь уйăхĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Промышленная урамра вырнаçнă çĕр участокне Вăрмар хула тăрăхĕн харпăрлăхне куçарнă. Çак вырăнти 12 çĕр лаптăкне нумай ачаллă çемьесене панă, ĕç малалла пырать.

Иртнĕ çул ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев "Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ обществăлла инфраструктура аталанăвĕн проекчĕсене пурнăçласси çинчен" 30.01.2017 çулхи 7 номерлĕ Хушăва алă пуснă. Çак Хушупа килĕшÿллĕн районта 1 млн та 561 пин тенкĕлĕх 4 проект пурнăçланнă. Энĕшпуçĕнче насуслă станциллĕ артезиан скважинине 999 пин тенкĕлĕх тĕпрен юсанă, çав шутра халăхран пуçтарнă 200 пин тенкĕпе усă курнă. Арапуç ялĕнче Е.Никитин урамĕнчи автоçула 99 пин тенкĕлĕх юсанă, халăхран 20 пин тенкĕ пуçтарнă. Чупайĕнчи культура çуртне 256 пин тенкĕлĕх юсанă, ял халăхĕ 41 пин тенкĕ пуçтарнă. Энтрияль ялĕнче урама çутатассипе юсав ĕçĕсем ирттерме 207 пин тенкĕ тăкакланă, çав шутра 41 пин тенкине ял халăхĕ пуçтарнă.

2018 çулта районта вырăнти пуçарулăх бюджечĕ çинче никĕсленнĕ 16 проект пурнăçланать. Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 7 миллион тенкĕпе танлашать.

2017 çулта "Чăваш Республикинчи ял территорийĕсен çирĕп аталанăвĕ" çумпрограмма шайĕнче Çÿлти Кинчер ялĕнчи Новая урама электричествăпа тивĕçтернĕ, ĕçсене 1 миллион та 829 пин тенкĕлĕх пурнăçланă. Проекта 2018 çулта та малалла тăсма палăртнă. Çак урамра газпа тата шывпа тивĕçтерес ĕçсене пурнăçламалла, çул тумалла. Ку ĕçсене пурнăçлама 17 миллион тенкĕ ытла уйăрма палăртнă.

 

 Çул-йĕр строительстви

 2017 çулта çул-йĕр строительстви валли 60 миллиона яхăн тенкĕ укçа уйăрнă, çав шутра республика бюджетĕнчен - 49,0 млн тенкĕ, вырăнти бюджетран - 10,8 миллион тенкĕ. Республика тата вырăнти бюджетсенчен уйăрнă 30 миллион тенкĕпе 6 км тăршшĕ вырăнти пĕлтерĕшлĕ автоçулсен участокĕсене юсанă. Çавăн пекех ял чиккисенчи 4 км тăршшĕ тăсăлакан çулсене 5 млн тенкĕлĕх юсанă. Вăрмар поселокĕнче нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене пырса кĕмелли çулсене тата Ленин, Порфирьев урамĕсенчи нумай хваттерлĕ çуртсем умĕнчи территорисене юсанă.

Чупай, Тикаш, Кĕлкеш, Энĕшпуç ял тăрăхĕсен территорийĕсенче автоçулсене тăвас ĕçе пуçăннă. Анчах та ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламан подрядчиксене пула строительство ĕçĕсем вĕçленмен-ха. "2014-2017 çулхи тата планпа палăртнă 2020 çулчченхи тапхăрти ял территорийĕсен çирĕп аталанăвĕ" федераллă тĕллевлĕ программа шайĕнче Шăхалĕнче 2,4 км тăршшĕ тăсăлакан асфальтлă çул сарнă.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче йывăрлăхсем пур. Районта шыв илсе пыракан пăрăхсен тăршшĕ 150 км, шыв юхтарса ямалли пăрăхсен тăршшĕ - 12 км, ăшă илсе пыракан пăрăхсен тăршшĕ - 15 км. Çак сетьсен 60 проценчĕ кивелсе юрăхсăра тухнă. Халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерес тĕллевпе 100 км тăршшĕ тăсăлакан шыв пăрăхĕсене тĕпрен юсамалла. Ăшă илсе пыракан сетьсене те энергие перекетлекен хальхи йышши технологисемпе усă курса çĕнетмелле.

Пирĕн умра тасатакан сооруженисене, котельнăйсене тата ăшăпа, шывпа тивĕçтерекен сетьсене çĕнетес тĕллев тăрать.

Районти ял тăрăхĕсем строительство енĕпе муниципаллă пулăшу кÿрессипе административлă регламентсем йышăннă. Вĕсем электронлă майпа кĕске вăхăтра пулăшу илме май параççĕ.

Халăх пурăнакан вырăнсене, обществăлла территорисене хăтлăх кĕртесси тĕп фактор шутланать. Хула тата ял тăрăхĕсем паянхи йышши хăтлă хула тăрăхĕ йĕркелессипе муниципаллă программăсем йĕркеленĕ. Çак программăсен шайĕнче картишсене, обществăлла вырăнсене хăтлăх кĕртме палăртнă. Палăртнине пурнăçа кĕртмешкĕн вырăнта пурăнакан халăхăн активлăх кăтартмалла. Вăрмар поселокĕнчи социаллă сферăри учреждени тата нумай хваттерлĕ çурт умĕнчи территори республикăри смотр-конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă.

 

 

Вĕрентÿ

Вăрмар районĕнчи вĕрентÿ организацийĕсен 2017 çулхи ĕç кăтартăвĕсем вĕрентÿ отраслĕн çирĕплĕхне тепĕр хут ĕнентерчĕç. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул Раççейĕн ялсенчи чи эффективлă ĕçлекен 300 шкулĕ шутне кĕнĕ. Çак çитĕнÿ шкулăн пĕтĕмĕшле ĕçĕ-хĕлне тĕрĕс йĕркеленипе çыхăннă. Рейтинг çавăн пекех ăнăçлă ĕçлесе пыракан талантлă вĕрентекенсене те тупса палăртать. Надежда Ильинична Кузьмина, Татьяна Рудольфовна Табакова, Эльвира Леонидовна Архипова, Надежда Владимировна Лисицкая вĕрентекенсем-наставниксем экологи предмечĕпе иртнĕ шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин çĕнтерÿçисемпе призерĕсене хатĕрленĕ, ЧР Пуçлăхĕ йĕркеленĕ укçан паракан хавхалантарăва тивĕçнĕ. Пурĕ вара шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин регионти тапхăрĕнче районти шкулсенче пĕлÿ пухакан 22 вĕренекен хутшăннă, вĕсенчен 15-шĕ /21 процент/ çĕнтерÿçĕсемпе призерсен шутне кĕнĕ. Çакă районта пултаруллă ачасемпе ĕçлекен система йĕркеленнине çирĕплетет.

2017 çул тăршшĕпех вĕрентÿ организацийĕсенче çамрăксем хушшинче патриотизм шайне ÿстересси, ашшĕ-амăшне, çемье тата ăс-хакăл пуянлăхне хисеплеме вĕрентесси, спортпа туслаштарасси воспитани ĕçĕнче ăнăçлă пурнăçланса пынă. Асăннă енсемпе вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсем тăрăх ĕçленĕ.

Районта вĕрентÿ организацийĕсен пурлăх базине çирĕплетессине тата инфраструктурине аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрнă.

2017 çулта ял тăрăхĕсенче вырнаçнă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче физкультурăпа тата спортпа туслашма условисем туса парас тĕллевпе федераллă бюджетран 972 пин тенкĕ уйăрнă. Укçа-тенкĕне Мăнçырма шкулĕнчи спортзала тĕпрен юсама куçарнă. Спорт оборудованийĕ туянма вырăнти бюджетран 97 пин тенкĕ уйăрнă.

2016-2017 çулсенче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула тĕпрен юсама 22,0 млн тенкĕ куçарнă, çав шутран вырăнти бюджетран - 2 миллион тенкĕ. 2018 çулта шкул çурчĕн виççĕмĕш юсав тапхăрне 4 миллион та 444 пин тенкĕлĕх ирттерме планланă.

2018 çулта ял тăрăхĕсенче вырнаçнă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ организацийĕсенче физкультурăпа тата спортпа туслашма условисем туса парас тĕллевпе Чупайĕнчи, Кивĕ Вăрмарти шкулсен спортзалĕсенче 2 миллион та 100 пин тенкĕлĕх тĕп юсав ĕçĕсем ирттерме планланă.

"Романтика" ача-пăча канупа сывлăха çирĕплетмелли лагере 2017 çулхи кану тапхăрне хатĕрлесе 514 пин тенкĕлĕх юсавпа строительство ĕçĕсем пурнăçланă.

Вăрмар районĕнчи вĕрентÿ системин тĕп проблеми çамрăк кадрсем сахал килнипе çыхăннă. Вĕрентекенсен вăтам çулĕ 46 çулпа танлашать. /Ĕç стажĕ 3 çултан сахалрах учительсен йышĕ - 4 процент, 35 çул тултарман педагогсен йышĕ - 8,05 процент/.

Республика Пуçлăхĕ ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе килĕшÿллĕн тата унăн Хушăвне пурнăçа кĕртме вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн хăйĕн умне курăмлă тĕллевсем лартмалла, ÿсĕм çулĕсене палăртмалла, вĕсене ăнăçлă пурнăçлама пĕтĕм вăя хумалла. Кунта патриот воспитанийĕпе, математика, физика, хими тата биологи предмечĕсене вĕрентес ĕçе анлăлатассипе, вĕренекенсене алла ĕçлĕ специальноçсем илме пулăшассипе çыхăннă ыйтусем кĕреççĕ.

 

Сывлăх сыхлавĕ

 Сывлăха çирĕплетесси патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри шутланать. Районта пурăнакансен сывлăхĕ районăн тата республикăн малаллахи аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Район территорийĕнче халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекен системăна улшăнусем кĕртес ĕç малалла пырать. Пĕтĕмĕшле практика врачĕсен 4 уйрăмĕ тата 21 фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлет, вĕсенчен модульлĕ 5 фельдшерпа акушер пункчĕ юлашки çулсенче уçăлнă. 2017 çулта районти тĕп больницăна 552 пин тенкĕлĕх медицина оборудованийĕпе тивĕçтернĕ. 2018 çулта Анаткас ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тума палăртнă.

"Земство тухтăрĕ" программăпа усă курса 2016 çултан пуçласа 7 врач яллă вырăнта ĕçлеме кăмăл тунă. Çамрăк специалистсене район больницине ĕçе явăçтарас тесе абитуриентсемпе тĕллевлĕ килĕшÿсем тăваççĕ, медицина факультечĕсен выпускникĕсене вĕренсе пĕтернĕ хыççăн хамăр района ĕçлеме килтерес тĕллевпе социаллă пулăшу параççĕ.

2017 çулта районта пепкесем вилнине регистрацилемен.

 

Социаллă пулăшу

Нушана лекнĕ граждансене социаллă пулăшупа тивĕçтересси пĕлтерĕшлĕ ыйту шутланать. Районта 10,5 пин гражданин /районта пурăнакан халăхран шутласан 46,6 процент/ тĕрлĕ социаллă пулăшу мерисемпе усă курать. Граждансене социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерме федераллă тата республика бюджечĕсенчен 2017 çулта 83 миллион тенкĕ уйăрнă /пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн паракан çăмăллăхсем - 32,1 миллион тенкĕ /6,5 пин çын/, ача-пăча пособийĕсем - 18,2 пин тенкĕ /1,8 пин ача/, ĕç ветеранĕсене паракан пулăшу - 28,9 миллион тенкĕ/.

Вăрмар районĕнче 7,5 пин пенсионер. Страховани пенсийĕн вăтам калăпăшĕ 2017 çулта 8 процент ÿснĕ, 11900 тенкĕпе танлашать. Çулталăк тăршшĕпе Пенси фончĕ урлă пурĕ 1 миллиард та 087 миллион тенкĕ пенси укçи тÿленĕ.

Социаллă страховани фончĕ урлă 14 миллиона яхăн укçа-тенкĕ илнĕ.

 

 Физкультура тата спорт

 Респубика Пуçлăхĕ М.Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче физкультурăпа спорт кашни çемье пурнăçĕн уйрăлми пайĕ пулса тăнине палăртнă. Физкультурăпа массăллă спортăн малаллахи аталанăвĕн тĕп проекчĕ - "Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр" /ГТО/ Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕ.

Вăрмар районĕнче "Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр" комплексăн тестировани пункчĕсем йĕркеленĕ. 4 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, физкультурăпа спорт юхăмне Вăрмар районĕнче пурăнакан 1418 çын хутшăннă, паянхи куна "Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр" паллăна илнисем - 135 çын.

Районта А.Ф. Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕ спортăн 9 енĕпе ĕçлет /велоспорт, çăмăл атлетика, волейбол, футбол, самбо кĕрешĕвĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешесси, бокс, шывра ишесси, фитнес-аэробика/. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн шкул ачисен Спартакиадине ирттереççĕ.

2017 çулта çĕршыв шайĕнчи 1, республика шайĕнчи 3, район шайĕнчи 100 ытла массăллă спорт мероприятийĕ ирттернĕ.

ЧР Пуçлăхĕн "Сывлăхпа спорт кунĕ çинчен" Хушăвĕпе килĕшÿллĕн Вăрмар районĕнче Сывлăхпа спорт кунне ирттересси йăлана кĕнĕ.

 

 Культура

 2017 çулта Вăрмар районĕнчи культура учрежденийĕсен тĕп ĕçĕ-хĕлĕ Раççейре Экологи, Чăваш Республикинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕсене ирттерессине, Вăрмар районĕ пуçланса кайнăранпа 90 çул çитнине паллă тăвассине халалланă мероприятисене пурнăçлассипе çыхăннă. Республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе Кивĕ Вăрмарти культура çуртне 459 пин тенкĕлĕх çĕнетнĕ, Пысăк Енккассинчи культура çуртне 1 млн та 227 пин тенкĕлĕх юсанă.

"2014-2017 çулсенчи тата планпа палăртнă 2020 çулчченхи тапхăрти ял территорийĕсен çирĕп аталанăвĕ" федераллă тĕллевлĕ программа шайĕнче 2017 çулхи август уйăхĕнче Энĕшпуç ялĕнче 150 çын вырнаçмалăх культура çурчĕ уçăлнă. Объекта хăпартма 27 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. 2018 çулта Пысăк Енккассинчи культура çуртне çĕнетме 458 пин тенкĕ, Энĕшпуçĕнчи культура çуртне çĕнетме 496 пин тенкĕ, Пинерти культура çуртне юсама 1748 пин тенкĕ пăхса хăварнă.

Чăваш автономи облаçĕ пулса кайнăранпа 100 çул çитнине паллă тума хатĕрленессипе тата уявлассипе çыхăннă тĕп мероприятисен планĕпе килĕшÿллĕн 2018-2019 çулсенче культура объекчĕсене реставрацилеççĕ, çавна май районти культура çуртне юсама 5,9 миллион тенкĕ укçа пăхса хăварнă.

 

Демографи лару-тăрăвĕ

 2017 çулта - Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче - районта 273 ача çуралнă, 2016 çулхипе танлаштарсан 6 çын нумайрах /2016 ç. - 267 ача/.

350 çын çут тĕнчерен уйрăлса кайнă, 2016 çулхипе танлаштарсан 63 çын сахалрах /2016 ç. - 413 çын/.

Пĕлтĕр 146 çĕнĕ çемье чăмăртаннă, 2016 çулхипе танлаштарсан 3 çемье нумайрах /2016 ç. - 143/, 46 мăшăр уйрăлнă /2016 ç. - 55 мăшăр/.

2017 çулта арçынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕ 64 çулпа, хĕрарăмсен 79 çулпа танлашнă /2016 ç. арçынсен - 62 çул, хĕрарăмсен - 77 çул/. Хальхи вăхăтра районта Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăва активлă сÿтсе явасси малалла пырать. Асăннă документра экономика, инфраструктура, этем потенциалĕн аталанăвĕн тĕп енĕсене палăртнă. Çак ыйтусене иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче тĕплĕн пăхса тухнă.

Малашлăх планĕсемпе программисене шăпах Çыру никĕсĕ çинче палăртмалла. Пирĕн пĕр тĕллев пулмалла - Вăрмар район çыннисене пурăнма хăтлă условисемпе тивĕçтересси. Район депутачĕсем администрацин планĕсемпе шухăшĕсене тĕрек парасса, пĕрлехи ĕçсен тухăçлăхне тивĕçтерекен нормативлă право акчĕсене туса хатĕрлес тата йышăнас ĕçре активлă тата принциплă пуласса шанас килет.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика