АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 29 çул хыçра пулсан та Афганистан асран тухмасть

16 февраля 2018 г.

29 çул хыçра пулсан та Афганистан асран тухмасть

1979 çулхи декабрь уйăхĕн вĕçĕнче Совет çарĕн салтакĕсене Афганистанри хĕрÿ лару-тăрăва илсе кĕме пуçланине астуман çын та çук пулĕ. Анчах та çак лару-тăру "вилĕм унки" пулса тăрса 10 çула яхăн пынă. Мĕн чухлĕ куççуль, ылхан...1989 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче вара Совет Сюзĕн салтакĕсене Афган çĕрĕ çинчен илсе тухса пĕтернĕ. Çак кунтан пуçласа Интернационалист-салтаксене хисеплесе кашни çулах чыслаççĕ.

Унтанпа 29 çул хыçа юлнă пулин те Афганистан асран тухмасть. 10 çула яхăн пынă вăрçа, официаллă даннăйсем тăрăх, 620 пин ытла çар çынни хутшăннă. Совет çарĕн 15 пине яхăн çыннисем вилнĕ. Чăваш Енрен кăна Афганистанри вут-çулăма 4,5 пин çар çынни кĕнĕ, вĕсенчен 113-шĕ ĕмĕрлĕхех куçне хупнă, 4-шĕ хыпарсăр çухалнă. Афган вăрçи пирĕн района та тĕкĕнмесĕр хăварман. Нумай çамрăк салтак атти тăхăнса Афган çĕрĕ çине кĕчĕ. Вĕсем чăваш ятне ямасăр çар тивĕçне пурнăçланă. Шел пулин те, вĕсенчен 6-шĕ - Г.Александров, Ю.Иванов, М.Демидов, Ю.Семенов, Р.Петров, А.Линга - ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупрĕç.

Пĕтĕм çĕршывĕпех паллă кун - февралĕн 15-мĕшĕнче - йăлана кĕнĕ йĕркепе Афган вăрçине хутшăннă салтаксем, вĕсен тăванĕсем, район администрацийĕнчи яваплă çынсем, районта пурăнакан ытти çынсем Вăрмар поселокĕнче Интернационалист-салтаксене халалласа лартнă палăк умне пуçтарăнчĕç. Митинга Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Павлов уçрĕ. Сăмах район пуçлăхне М.Пуклакова пачĕ. Вăл, хăй те нумай çул ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пай начальникĕнче вăй хунăскер, çак кун паттăр салтаксем çинчен пăлханса пуçларĕ хăйĕн сăмахне. Унтан райадминистрацин пуçлăхĕ А.Васильев хамăр ентешсемпе мухтанни çинчен пĕлтерсе малашнехи пурнăçра ăнăçу сунчĕ. Афганистан вăрçине районтан хутшăннисен ячĕпе В.Александров Интернационалист-салтак сăмах илсе вăл вăхăтри лару-тăру пирки чарăнса тăчĕ. Хăйĕн салтак-юлташĕсемпе чăннипех те мухтаннине пĕлтерчĕ. Вăл каланинче киле тĕрĕс-тĕкел таврăнайманнисемшĕн хурланни палăрчĕ. Шăплăх минучĕ... Пурте çĕлĕкĕсене хывса пуçа усса тăни çÿçентерсе ячĕ. "Текех нихăçан та вăрçă нушине курас марччĕ", - терĕ çынсен хушшинче тăракан В.Волкова куççульне пытараймасăр. Ку вăл салтакран киле таврăнайман В.Александров Интернационалист-салтакăн тăван аппăшĕ пулчĕ. Шăплăх минучĕ хыççăн Афганецсем те, мероприятие хутшăннисем те палăк умне гирляндăпа чĕрĕ чечексем хучĕç. Интернационалист-салтаксене халалланă мероприяти малалла Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта иртнĕ. Çак шкулти пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен предметне вĕрентекен В.Антонов йĕркеленипе шкулти аслă класра вĕренекенсем хăйсене чăн-чăн салтаксем пек тытса хисеплĕ хуралта тăчĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика