АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр пĕрчĕрен пулать

16 февраля 2018 г.

Çăкăр пĕрчĕрен пулать

Акă, кун та вăрăмланма тытăнчĕ. Нумай та кĕтмелле мар, аграрисемшĕн хĕрÿ вăхăт - çурхи ака тапхăрĕ пуçланĕ. Палăртнă чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри халĕ - акмалăх вăрлăх хатĕрлесси. "Çăкăр пĕрчĕрен пулать", - тесе ваттисем ахальтен каламан. Тĕштырă тухăçлăхĕ вăрлăх пахалăхĕнчен чылай килнине шута илсе ăна пур енлĕн тĕрĕслемелле, шăтаслăхĕпе нÿрĕклĕхне, тасалăхне ятарлă лабораторинче тĕпчемелле.

Райадминистрацин ялхуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, районти ялхуçалăх предприятийĕсенче акмалăх хывса хăварнă пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен виçи 3068 тоннăпа танлашать /100 процент/. "Раççейри ялхуçалăх центрĕ" федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти уйрăмĕн даннăйĕсем тăрăх, кондицине çитернĕ вăрлăх шайĕ çак кунсем тĕлне - 40,9 процент.

Иртнĕ кунсенче райадминистрацин ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперт-агрономĕ Н.Николаев тата "Раççейри ялхуçалăх центрĕ" федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти уйрăмĕн тĕп агрономĕ Л.Иванова районти "Слава", "Передовик" агропромышленность комплексĕ" тулли мар яваплă обществăсене, "Грачев С.Г.", "Иванов Н.А.", "Иванов В.А." хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене çитсе курчĕç, çывхарса килекен çуракине хатĕрленсе кунта епле ĕçсем тунипе паллашрĕç, складсене упрама хунă вăрлăхлăх тырра - çурхи тата кĕрхи тулă, урпа, сĕлĕ - тĕрĕслев валли ятарлă хутаçсем çине тултарса илчĕç. Ытти хуçалăхсенчи пекех Тикаш ял тăрăхĕнчи "Передовик" агропромышленность комплексĕ" тулли мар яваплă обществăра тата "Иванов Н.А." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче те хальхи вăхăтра вăрлăха тасатса кондицие çитерес ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Унсăр пуçне хуçалăхсенче сутлăх тулă та пур, ăна "Чувашхлебопродукт" акционерсен обществин филиалне - Шупашкарти элеватора вырнаçтараççĕ. Ĕçлĕ ушкăн пынă чухне шăпах тырра прицеплă "КамАЗ" автомашинăсем çине тиетчĕç. Н.Иванов хуçалăхĕнче ку ĕçе пурнăçлама алтăрлă тракторпа усă кураççĕ. Специалистсем Тикаш ял тăрăхĕнчех вырнаçнă "Грачев С.Г." хресчен /фермер/ хуçалăхне те çитсе курчĕç, унăн пуçлăхĕпе Сергей Геннадьевичпа тĕл пулса кунти ĕç-пуçпа паллашрĕç. Асăннă хуçалăх 2012 çултанпа ĕçлесе пырать, кунта "Романовски" ăратлă сурăх ĕрчетессипе вăй хураççĕ. Хастар фермер 2013 çулта ЧР Ялхуçалăх министерствин грантне - укçан паракан пулăшăва - илсе ферма ĕçне туллин йĕркелесе яма пултарнă, ăна паянхи кунччен ăнăçлă аталантарса пырать. Ĕçлĕ ушкăнрисем сурăхсене усракан витене кĕрсе курчĕç, кунта выльăх усрама пĕтĕм услови пуррине курса ĕненчĕç. Пÿлĕмсене хутса ăшăтаççĕ, шыв, çутă кĕртнĕ. С.Грачев каланă тăрăх, хĕл каçмалăх курăмĕ çителĕклĕ. Хуçалăх ĕçне анлăлатсах пыраççĕ. Хальхи вăхăтра кунта 125 пуç сурăх усраççĕ, вĕсем хушшинче пăранлакан сурăх - 33. Сергей Геннадьевич пуласлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ, кăçал вăл çемье фермине аталантарма паракан гранта илме конкурса хутшăнма планланине пĕлтерчĕ. Малалла ĕçлĕ ушкăн Мăнçырма ял тăрăхĕнчи "Слава" тулли мар яваплă обществăпа Арапуç ял тăрăхĕнчи "Иванов В.А." хресчен /фермер/ хуçалăхне çул тытрĕ, вĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулчĕ. "Слава" хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсемсĕр пуçне хĕвелçаврăнăш çитĕнтерессипе те ĕçлеççĕ, çавăнпа специалистсем тĕштырă вăрлăхĕсĕр пуçне кунта хĕвелçаврăнăш вăрлăхне те тĕрĕслеме илчĕç. Хуçалăх пуçлăхĕн сăмахĕсем тăрăх, вĕсем çураки тапхăрне хатĕрленес ĕçе пĕтĕм яваплăхпа пурнăçлаççĕ, техникăна юсаса йĕркене кĕртнипе пĕрех. "Хĕрÿ вăхăт çитсен планланă ĕçсене пĕр чăрмавсăр туса ирттересси - пирĕн тĕп тĕллев", - терĕ Вячеслав Федорович. Унсăр пуçне çуракипе çыхăннă ыйтусене специалистсем "Иванов В.А." хресчен /фермер/ пуçлăхĕпе Владимир Анатольевичпа та сÿтсе яврĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика