АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура ĕçченĕсем - халăха хавхалантаракансем

16 февраля 2018 г.

Культура ĕçченĕсем - халăха хавхалантаракансем

Февралĕн 15-мĕшĕнче Вăрмар районĕнче, тĕрĕсрех каласан Чулкас ялĕнче, ЧР культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Геннадьевич Яковлев пулчĕ. Чулкас ялĕнчи культура çуртĕнче районти культура ĕçченĕсен 2017 çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕç тата 2018 çулхи задачисене палăртрĕç. Канашлăва çавăн пекех Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, райадминистрацин социаллă пурнăçпа культура аталанăвĕн секторĕн заведующийĕ В.Васильев, Чулкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Иванов хутшăнчĕç.

Шăпах Çăварни эрни пынине паллă туса ялти культура çурчĕ умĕнче "Эх, Çăварни" театрализациленĕ кăтарту иртрĕ. Кивĕ Вăрмарти культура çурчĕ çумĕнчи "Мерчен" фольклор ушкăнĕ хаваслă юррисемпе савăнтарчĕ. Чулкас шкулĕнче вĕренекенсем те Çăварние халалласа юрларĕç. Акă 3-мĕш класра вĕренекен Рома Игнатьев та хăюллăн юрă юрласа пачĕ. Çăварни йăлисене сума суса культура çурчĕн ĕçченĕсем кунта пухăннисене икерчĕпе сăйларĕç, тĕрлĕ вăйăсем выляттарчĕç. Фойере культработниксем хăйне майлă курав та хатĕрленĕ. Константин Геннадьевич Пинерсен ăсталăхĕпе уйрăмах кăсăкланчĕ, илемлетсе тĕрленĕ кăçатăсем уйрăмах килĕшрĕç ăна.

ЧР Культура министрĕ К.Яковлев Чулкасри культура çурчĕн, библиотека ĕçченĕсемпе куçа-куçăн ăшшăн калаçрĕ, вĕсене ытларах мĕн кăсăклантарнипе, мĕнлерех йывăрлăхсем пуррипе интересленчĕ, ялти лару-тăрупа паллашрĕ. Ялти культура çуртне, библиотекăна пулăшма шантарчĕ.

Чи малтанах райадминистрацин социаллă пурнăçпа культура аталанăвĕн секторĕн заведующийĕ Валерий Михайлович залра ларакансем умĕнче районти культура учрежденийĕсен 2017 çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Иртнĕ çул республика шайĕнчи конкурсра Кĕтеснерти культура çурчĕн заведующийĕ А.Скворцов "Муниципаллă культура учрежденийĕн чи лайăх ĕçченĕ" номинацире çĕнтерсе 75 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. "Ялти чи лайăх библиотека" номинацире Шăплат ялĕнчи библиотека çĕнтернĕ, унта ĕçлекен С.Александрова библиотекарь 150 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Çак укçа-тенкĕпе компьютер паркне, кĕнеке фондне çĕнетнĕ.

"2014-2017 çулхи тата планпа палăртнă 2020 çулчченхи тапхăрти ял территорийĕсен çирĕп аталанăвĕ" федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн иртнĕ çул Энĕшпуç ялĕнче 150 çын вырнаçмалăх культура çурчĕ хута янă. Строительство ĕçĕсем валли пур шайри бюджетсенчен пĕтĕмĕшле 27 миллион та 303 пин те 300 тенкĕ уйăрнă.

2017 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх район шайĕнче "Çулталăкри чи лайăх клуб учрежденийĕ" номинацире Чулкас ял тăрăхĕнчи Культура çурчĕ çĕнтернĕ, "Çулталăкри чи лайăх библиотека" ята Вăрмарти ача-пăча библиотеки тивĕçнĕ. Чулкасри Культура çурчĕн заведующине А. Игнатьева тата Вăрмарти ача-пăча библиотекин заведующине Г.Петрушковăна куçса çÿрекен Кубокпа, Дипломпа чысларĕç.

ЧР Культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ К.Яковлев хăйĕн сăмахĕнче культура ĕçченĕсен ĕç укçийĕ ÿссе пырассине, республикăра кăçал 59 культура çуртне, çав шутра пирĕн районти Вăрмарти, Пинерти культура вучахĕсене те юсаса çĕнетессине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех министр районти культура ĕçченĕсен вĕренсе профессилле пĕлĕвне ÿстермелли çинчен те каларĕ. Районти культура вучахĕсенче вăй хуракансен 55 проценчĕ кăна професси пĕлĕвĕпе ĕçлеççĕ иккен. Кадрсене çамрăклатса пымалли çинче те чарăнса тăчĕ вăл. Пĕтĕмĕшле Чăваш автономи облаçĕ туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа республикăра культура объекчĕсене çĕнетессипе пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ. "Культработниксем ялта пурăнакансемпе тачă çыхăну тытса тăраççĕ, пĕр-пĕринпе тĕрлĕ ыйтусене те сÿтсе яваççĕ. Çавăнпа та культура ĕçченĕсен пĕр-пĕринпе туслă пулса, тÿрĕ кăмăлпа ĕçлемелле. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнма, юсавпа е строительствăпа çыхăннă ыйтусемпе министерствăна заявкăсем тăратмалла", - терĕ К.Яковлев.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика