АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕр водитель - инкек сăлтавĕ

14 февраля 2018 г.

Çул-йĕр çинчи лару-тăрăва лайăхлатас тата ÿсĕр водительсене пула сиксе тухакан инкексене профилактикăлас тĕллевпе 2018 çулхи февралĕн 16-17-мĕшĕсенче Вăрмар тата Тăвай районĕсен территорийĕнче "Ÿсĕр водитель" оперативлă-профилактикăллă мероприяти иртет.

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăмĕн çул-йĕр çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерекен уйрăмĕ аса илтерет: ÿсĕрле руль умне ларсан водителе 30 пин тенкĕлĕх штраф кĕтет, унсăр пуçне çулталăк çурăран пуçласа икĕ çул таранччен автотранспортпа чупма чараççĕ. Ÿсĕр çынна хăйĕн автомашинипе чупма ирĕк парсан автомашина хуçин те, водителĕн те явап тытма тивет.

Ÿсĕр пулнине пĕлме ятарлă медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килĕшмесен явапран тарма пулĕ тесе шухăшлаççĕ хăшĕ-пĕрисем, анчах та вĕсем йăнăшаççĕ. РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 12.26 статйипе килĕшÿллĕн, ÿсĕр пулнине пĕлме ятарлă медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килĕшмесен, транспорт водителĕн 30 пин тенкĕлĕх штраф тÿлемелле пулĕ, руль умне çулталăк çурăран пуçласа икĕ çул таранччен ларма чараççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.КОНДРАТЬЕВ, РФ ШEМeн "Урмарский" уйрaмeн cул-йeр cинче хaрушсaрлaхпа тивecтерекен уйрaмaн начальникe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика