АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт уявĕ пурне те пĕрлештерчĕ

14 февраля 2018 г.

Спорт уявĕ пурне те пĕрлештерчĕ

"Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" - çĕршывра çулсерен иртекен пысăк хĕллехи уяв. Унта йĕлтĕр спортне кăмăллакансем - пĕчĕккисем те, пысăккисем те - яланах хаваспах хутшăнаççĕ. Çак курăмлă та пĕлтерĕшлĕ мероприятин тĕп тĕллевĕ - çамрăксемпе аслисене пурне те йĕлтĕрпе чупассине явăçтарасси, физкультурăпа спорта халăх хушшинче анлă сарасси тата пропагандăласси. Старта ахаль çынсемпе пĕрлех профессионалсем, олимп чемпионĕсем, спорт ветеранĕсем те тухаççĕ. Йĕлтĕр çине паллă политиксем, РФ субъекчĕсен пуçлăхĕсем, хула мэрĕсем тăни массăллă спортпа тĕрлĕ шайри влаç представителĕсем те кăсăкланнине çирĕплетет.

Акă, иртнĕ канмалли кунсенче çĕршывра "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" спорт ăмăртăвĕ кăçалхипе 36-мĕш хут сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене йĕлтĕр çине тăма йыхравларĕ. Мероприяти Раççейĕн 73 регионĕнче иртрĕ, çав шутра пирĕн республикăра та. ЧР Физкультурăпа спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енрен чупăва Пхенчханра иртекен XXIII Хĕллехи Олимп вăййисене хутшăнакан Раççей спортсменĕсене халалласа 63 пине яхăн йĕлтĕрçĕ тухнă, вĕсем хушшинче шупашкарсем - 13 пин те 890 çын. "Раççей йĕлтĕр йĕрĕн" тĕп стартне Шупашкарта торжествăлла лару-тăрура уçнă чухне республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев тата ăмăртăвăн тĕп судйи, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ, туçи йĕлтĕр спорчĕн тата фристайлăн регионти федерацийĕн руководителĕ В.Васильев Пхенчханра ăмăртакан Раççей спортсменĕсене, çав шутра Чăваш Ен представителĕсене - Татьяна Акимова биатлонисткăпа Лана Прусакова фристайлисткăна - çитĕнÿсем тума хавхалантарни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Михаил Игнатьев ашшĕ-амăшĕсене хăйсен ачисене тивĕçлĕ воспитани парса, тăван çĕршыва юратма, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма вĕрентсе ÿстернĕшĕн тав тунă. "Спорт этемĕн чи паха енĕсене аталантарать. Ырă-сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене, физкультурăпа спорта кăмăллакансене пурнăçра та çитĕнÿсем тума çăмăлтарах", - тенĕ вăл.

Çулсерен "Раççей йĕлтĕр йĕрне" хутшăнакансен шучĕ ытларах та ытларах ÿссе пырать. Спорт юхăмĕ пурне те пĕр чăмăра пухать. Тĕп хуламăрта кăçал старта республика Пуçлăхĕпе М.Игнатьевпа пĕрле ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ В.Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Л.Черкесов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Е.Кадышев тухнă.

Пĕтĕм Раççейри пекех, Вăрмар районĕнче те çак хĕвеллĕ те уяр кун хаваслă йĕлтĕр ăмăртăвĕ иртрĕ. Кăçал старт площадкисене икĕ çĕрте - Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта тата Чупай ял тăрăхĕн территорийĕнче, Патти ялĕ çумĕнчи вăрманлă вырăнта - йĕркеленĕ. Район, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, тĕрлĕ организацисемпе учрежденисен ĕçченĕсем, шкулта вĕренекенсемпе ача-пăча садне çÿрекенсем - пурĕ 900 çынна яхăн - пурте туслăн йĕлтĕр çине тăрса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

"Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2018" Пĕтĕм Раççейри массăллă XXXVI-мĕш спорт ăмăртăвне чаплă лару-тăрура Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта уçрĕç. Пухăннисене спорт уявĕ ячĕпе саламланă май Вăрмар район пуçлăхĕ - район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ М.Пуклаков спорт сывă пурнăç никĕсĕ пулнине палăртрĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ А.Васильев пурне те старта хаваслă кăмăлпа тухса финиша ăнăçлă çитме, çак хĕвеллĕ кунпа туллин киленме сунчĕ. Унсăр пуçне вăрмарсене саламлама пирĕн ентешĕмĕр, ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов килсе çитрĕ. Вăл мероприятинче ачасен йышĕ чылай пулнипе хавхаланнине пĕлтерчĕ, мĕн пĕчĕкрен спортпа туслашмаллине палăртрĕ. Çавăн пекех йĕлтĕрçĕсене Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Павлов саламласа çитĕнÿсем тума сунчĕ. Ăмăртусен тĕп судйи, райадминистрацин физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ А.Краснов кун йĕркинчи программăпа паллаштарчĕ.

Акă, старта чи кĕçĕннисем - шкул çулне çитмен шăпăрлансемпе 1-мĕш классенче вĕренекенсем тухрĕç. Пĕчĕкскерсем пĕтĕм вăйне пухса финишалла васкарĕç, ашшĕ-амăшĕсем вара ачисене хавхалантарса, пулăшса пычĕç. Асăннă ÿсĕмри арçын ачасем хушшинче мала П.Андреев /Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул/, А.Гибадуллин /Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул%, А.Моисеев /Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул/ тухрĕç. Хĕрачасем хушшинче К.Яковлева /Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул/, А.Крылова /Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул/, А.Павлова /Вăрмар поселокĕнчи 4-мĕш номерлĕ "Ромашка" ача-пăча сачĕ/ чи хăвăрттисем пулчĕç.

2-3 классенче вĕренекен арçын ачасенчен А.Николаев /Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул/, Е.Григорьев /Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул/, А.Кашаев /Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул/, хĕрачасенчен С.Иванова /Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул/, В.Александрова /Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул/, А.Мочалова /Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул/ малтисен шутне кĕчĕç. Унтан кăмăл тăвакансем пурте массăллă старта тухрĕç.

Малалла ăмăрту Чупай ял тăрăхĕн территорийĕнче, Патти ялĕ çумĕнчи вăрманлă вырăнта тăсăлчĕ. VIP-чупăва пурĕ 11 йĕлтĕрçĕ хутшăннă, вĕсем хăйсен тĕслĕхĕпе пурне те йĕлтĕр çине тăма хавхалантарнă.

Кунта та 2-3 классенче вĕренекен ачасем ăмăртăва хутшăннă. Арçын ачасенчен А.Егоров /Чупай/, Н.Васильев /Чулкас/, К.Петров /Чупай/ мала тухнă. Хĕрачасенчен чи пултаруллисем С.Иванова /Энĕшпуç/, К.Скворцова /Чупай/, К.Алексеева /Чулкас/ пулнă.

4-5 классенче вĕренекен арçын ачасенчен Д.Нитцер /Пинер/, Н.Егоров /Чупай/, Н.Топтыгин /Чупай/, хĕрачасенчен Ж.Никитина /Чупай/, М.Краснова /Çĕнĕ Кинчер/, А.Егорова /Чупай/ финиша чи малтан çитме пултарнă.

6-7 классенче пĕлÿ пухакан арçын ачасенчен В.Иванов /Пинер/, А.Чернов /Энĕшпуç/, И.Крылов /Чупай/ чи маттуррисем пулнă. Хĕрачасенчен вара А.Иванова /Чупай/, К.Николаева /Энĕшпуç/, А.Александрова /Чупай/ хăйсен пултарулăхĕпе палăрнă.

8-9 классенче вĕренекен çамрăксем хушшинче яшсенчен Н.Иванов, Д.Александров, Д.Сергеев /Чупай/, хĕрсенчен Л.Иванова /Чупай/, А.Григорьева /Энĕшпуç/, А.Анисимова /Чупай/ чи хăвăртттисем пулнă.

10-11 классенче вĕренекен йĕкĕтсем хушшинче В.Васильев /Пинер/, Е.Егоров /Чупай/, А.Дмитриевпа А.Рыгалов /Пинер/ мала тухнă. Хĕрсенчен С.Тян /Энĕшпуç/, А.Сергеева /Энĕшпуç/, В.Филиппова /Чупай/ чи пултаруллисен шутне кĕнĕ.

40-49 çулхи хĕрарăмсем хушшинче Л.Скворцова /Патти/, Т.Романова /Энтрияль/, Н.Мясникова /Вăрмар поселокĕ/, 50-59 çулхисем хушшинче М.Николаева /Чупай/, 60-69 çулхисем хушшинче Н.Григорьева /Чупай/ палăрнă.

29 çулчченхи арçынсенчен Н.Артемьев /Çĕнĕ Мăнтăр/, Н.Васильев /Атайкасси/, С.Иванов /Энĕшпуç/, 30-39 çулхисенчен А.Андреев /Хĕрлĕçыр/, А.Павлов /Анаткас/, А.Жигалин /Кавал/, 60-69 çулхисенчен Н.Андреевпа В.Федоров /Вăрмар поселокĕ/, 70-75 çулхисенчен В.Васильев /Вăрмар поселокĕ/, 76 çултан аслăраххисенчен В.Лирзай /Кавал/ чи хăвăрттисем пулнă.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенчен Энĕшпуç шкулĕ 1-мĕш, Пысăк Енккасси шкулĕ 2-мĕш, Мăнçырма шкулĕ 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчен вара Чупай шкулĕ 1-мĕш, Пинер шкулĕ 2-мĕш, Чулкас шкулĕ 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Ăмăртура мала тухнисене, çĕнтерÿçĕсемпе призерсене хисеп хучĕсемпе, медальсемпе тата асăнмалăх парнесемпе чысланă. Унсăр пуçне спорт уявне хутшăнакансене калпаксем, куркасем, ручкăсем парса хавхалантарнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика