АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр йĕрĕ чĕнет

10 февраля 2018 г.

Йĕлтĕр йĕрĕ чĕнет

Йăлана кĕнĕ тăрăх февралĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче шкулсенче тĕлпулу каçĕсем иртеççĕ. Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта тĕлпулу уявĕ йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнчен пуçланчĕ. Ăмăртăва Вăрмар, Тăвай, Çĕрпÿ районĕсенчи тĕрлĕ ÿсĕмри йĕлтĕрçĕсем хутшăнчĕç.

Акă старта 2006-2007 çулта çуралнисем тухрĕç. Хĕрачасенчен 1 çухрăм чупса пĕрремĕш вырăна Энĕшпуç шкулĕнче вĕренекен К.Николаева, иккĕмĕш вырăна Тăвай районĕнчи А.Антонова, виççĕмĕш вырăна Чупайри тĕп шкулта вĕренекен Ж.Никитина тухрĕç. Арçын ачасенчен икĕ çухрăм чупса пĕрремĕш вырăна Чупайри тĕп шкулта вĕренекен Н.Егоров, иккĕмĕш вырăна Тăвай районĕнчи Е.Николаев, виççĕмĕш вырăна Чупайри тĕп шкулта вĕренекен Н.Топтыгина тухрĕç. Ун хыççăн старта 2004-2005-мĕш çулта çуралнисем тухрĕç. Хĕрачасенчен икĕ çухрăм чупса пĕрремĕш вырăна Çĕрпÿ районĕнчи М.Магазеева, иккĕмĕш вырăна Чупайри тĕп шкулта вĕренекен А.Иванова, виççĕмĕш вырăна çак шкулта вĕренекен А.Александрова тухрĕç. Арçын ачасенчен виçĕ çухрăм чупса пĕрремĕш вырăна Энĕшпуç шкулĕнче вĕренекен А.Чернов, иккĕмĕш вырăна Пинер шкулĕнче вĕренекен В.Иванов, виççĕмĕш вырăна Тăвай районĕнчи Д.Николаев тухрĕç.

2000-2001 çулхи арçын ачасем хушшинче пилĕк çухрăм чупса пĕрремĕш вырăна Пинер ялĕнчи В.Васильев, иккĕмĕш вырăна Патти ялĕнче пурăнакан Е.Егоров, виççĕмĕш вырăна Энĕшпуçĕнче пурăнакан А.Дмитриев йышăнчĕç.

Хĕрачасенчен виçĕ çухрăм чупса пĕрремĕш вырăна Чупайри шкулта вĕренекен А.Анисимова, иккĕмĕш вырăна Энĕшпуç шкулĕнче вĕренекен С.Тян, виççĕмĕш вырăна Энĕшпуç шкулĕнчи Л.Николаева йышăнчĕç.

2002-2003 çулхи арçын ачасем хушшинче пилĕк çухрăм чупса пĕрремĕш вырăна Чупайри шкулта вĕренекен Н.Иванов, иккĕмĕш вырăна Чупайри шкулта вĕренекен Д.Александров, виççĕмĕш вырăна Тăвай районĕнчи Д.Поликарпов тухрĕç. Хĕрачасенчен виçĕ çухрăм чупса пĕрремĕш вырăна Тăвай районĕнчи О.Никифорова, иккĕмĕш вырăна Чупайри шкулта вĕренекен Л.Иванова, виççĕмĕш вырăна Энĕшпуç шкулĕнче вĕренекен А.Григорьева йышăнчĕç.

60-69 çулхи хĕрарăмсем хушшинче икĕ çухрăм чупса Чупай ялĕнче пурăнакан Н.Григорьевăна çитекенни пулмарĕ. Арçынсем хушшинче виçĕ çухрăм чупса Çĕрпÿ районĕнче пурăнакан М.Магазеев пĕрремĕш, Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Н.Андреев иккĕмĕш, Тăвай районĕнче пурăнакан В.Афанасьев виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

70-74 çулхисем хушшинче икĕ çухрăм чупса Вăрмар поселокĕнче пурăнакан В.Васильев çĕнтерчĕ. 75 çултан аслăраххисем хушшинче вара 2 çухрăма чупса Кавал ялĕнче пурăнакан В.Лирзай çĕнтерчĕ.

50-59 çулхисем хушшинче 5 çухрăма чупса Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ М.Гаврилов çĕнтерчĕ.

40-44 çулхисем хушшинче 5 çухрăма чупса Анаткас ялĕнче пурăнакан А.Павлов çĕнтерчĕ.

45-49 çулхисем хушшинче 5 çухрăма чупса Патти ялĕнче пурăнакан Ю.Захаров пĕрремĕш вырăн, Тăвай районĕнче пурăнакан А.Николаев иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

30-39 çулхисем хушшинче 5 çухрăма чупса Чупай ялĕнче пурăнакан С.Елаков çĕнтерчĕ. Тăвай районĕнче пурăнакан С.Максимов иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

18-29 çулхисем хушшинче 5 çухрăма чупса пĕрремĕш вырăна Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче пурăнакан Н.Артемьев, Тăвай районĕнче пурăнакан Д.Иварбеев иккĕмĕш вырăн, Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче пурăнакан А.Топтыгин виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Йĕлтĕрçĕсене медальсем, Хисеп хучĕсем парса чысларĕç. Ăмăртăва ирттерме Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ, çак шкулах вĕренсе пĕтернĕ, спорт юхăмне аталантарма пысăк тÿпе хывнă Александр Николаевич Павлов нумай пулăшрĕ. Спорт уявĕнче пурне те вĕри чейпе, тутлă кукăльпе сăйларĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ПЕТРОВА, 9-мeш класра вeренекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика