АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Вăрмар» вăрмарсемшĕн тăрăшать

10 февраля 2018 г.

«Вăрмар» вăрмарсемшĕн тăрăшать

"Потребкоопераци системинче ытларах хăйсен ĕçне чунтанах парăннă çынсем тăрăшаççĕ", - тенĕччĕ пире Вăрмар райповĕн Канашĕн председателĕ С.Харитонов интервью панă чухне. Çак сăмахсем чăн пулнипе эпир килĕшмесĕр тăма пултараймастпăр. Райпо ĕçченĕсене халалланă статьясенчен те куратпăр - вĕсенчен нумайăшĕ кунта 20, 30 çул е ытларах та вăй хураççĕ.

Акă, Вăрмар поселокĕнчи пурте пĕлекен пĕр пысăк лавкка ĕçĕ-хĕлĕпе тата унта тăрăшакансемпе паллашар-ха. Лавккан ячĕ те чăн чăвашла, ентешĕмĕрсемшĕн çав тери çывăх - "Вăрмар". 2007 çулта уçăлнă вăл. Çавăнтанпах халăха кирлĕ таварпа тивĕçтерет - эрнере çичĕ кун, ирхине саккăртан пуçласа каçхине вуннăччен. Поселок центрĕнче вырнаçман пулин те туянакансем йышлă çÿреççĕ кунта, ытларах юнашар çуртсенче пурăнакансем, паллах.

Пысăк та капмар лавккан илемлĕ вывески аякранах курăнса ларать. Шала кĕрсен кунта тирпейлĕх те тасалăх хуçаланни куçкĕрет - çапла пулмалла та ĕнтĕ апат-çимĕçпе суту-илÿ тăвакан лавккара. Сентресем çинчи тавара та линейкăпа виçнĕ пек вырнаçтарнă. Мĕн кăна çук кунта! Консервланă продукци, çăкăр-кулач, канфет-печени, чей-кофе, сыр-кăлпасси, аш-какай, сĕт-çу, пылак шыв, пахча-çимĕç, улма-çырла тата ытти те, пурне те каласа та пĕтереймĕн. Лавккара кулленхи пурнăçра кирлĕ таварсем те туянма пулать, йăлара усă куракан хими тата канцеляри таварĕсенчен пуçласа теттесемпе савăт-сапа таранах. Райпон пур лавккисенчи пекех "Вăрмарта" та хамăр тăрăхра туса кăларакан продукци нумай, мĕншĕн тесен потребкоопераци вырăнти производительсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлет. Çапла туни район, республика экономикине малалла аталантарать, унсăр пуçне халăха паха продукципе туллин тивĕçтерме май парать. "Вăрмарта" ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисене пăхăнса ĕçлеме пĕтĕм услови туса панă: кунта ăшă та çутă, шыв кĕрет-тухать, канализаци пур. Унсăр пуçне лавккари ĕç-пуçа туллин автоматизациленĕ. Çÿлерех асăннă пек, кунта та пысăк опытлă сутуçăсем ?ÿкерчĕк çинче% вăй хураççĕ. Хастар та пултаруллă хĕрарăмсем, тăваттăнтан вĕсем, лавкка ĕçне вăхăтра йĕркелесе, майлаштарса пыраççĕ, таварне те сутаççĕ, вăл пĕтсен вăхăтра саккас параççĕ, кунти тирпей-илемшĕн те хăйсемех яваплă. Роза Николаевна Белоусова заведующипе Тамара Юрьевна Степанова сутуçăн иккĕшĕн те райпори ĕç стажĕ 36 çула яхăн. Р.Белоусова "Вăрмарта" мĕн лавкка уçăлнăранпах тăрăшать. Лавкка заведующин ĕçĕ яваплăхпа çыхăннă, Роза Николаевна çакна ялан асра тытать, ĕçченлĕхĕпе палăрса тăрать. Т.Степанова та хăйĕн ĕçне яланах пĕлсе тата тăрăшса пурнăçлать. Ырă кăмăллă сутуçăна туянакансем те хисеплеççĕ. Тамара Юрьевнăпа Роза Николаевнăн наградисем те пĕр пекех, вĕсем Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хучĕпе, "Потребкооперацинче 20 çул лайăх ĕçленĕшĕн" паллăпа, "РФ потребкооперацийĕн ветеранĕ", "ЧР потребкооперацийĕн ветеранĕ" ятсемпе тивĕçлипех мухтанма пултараççĕ. Елена Владимировна Иванова райпо тытăмĕнче 33 çул вăй хурать. Вăр-вар хĕрарăм хăйне шанса панă тивĕçĕсене хăвăрт та тăрăшуллăн пурнăçлассине мала хурать. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна та, ĕçтешĕсене пекех, "Потребкооперацинче 20 çул лайăх ĕçленĕшĕн" паллăпа чысланă, "ЧР потребкооперацийĕн ветеранĕ" ят панă. Любовь Васильевна Яковлева сутуçăн райпори ĕç стажĕ кăшт сахалрах - 7 çул, анчах вăл та хăйĕн ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене туллин пĕлсе çитнĕ, çавăнпах ырă ята тивĕçнĕ, ăна "Раççей потребкооперцийĕнче тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн" паллăпа тата тĕрлĕ Хисеп хучĕсемпе наградăланă.

Пултаруллă сутуçăсем, райпори яваплă çынсем пĕлтернĕ тăрăх, пысăк конкуренцине пăхмасăрах ĕç планне те кашнинчех тултарса пыма тăрăшаççĕ. "Вăрмар" лавккан 2017 çулхи таварçаврăнăшĕ 7 миллион та 350 пин тенкĕпе, 2018 çулхи январь уйăхĕнче вара 600 пин тенкĕпе танлашнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика