00:00 04 апреля 2009 г.
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса «Маяк» радиостанци эфирне 531 кГц частотапа вăтам хумсем çинче регионăн чăвашла программисен блокĕсем тухма пуçланă. Кашни блокрах «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанийĕн журналисчĕсем радио итлекенсене республикăн политикăпа, экономикăпа, социаллă пурнăçпа, культурăпа çыхăннă çĕнĕ хыпарĕсемпе оперативлă паллаштараççĕ. Чăвашла кăларăмсене ĕç кунĕсенче - 6.50-7.00, 7.50-8.00, 12.50-13.00, 13.50-14.00, 18.50-19.00, шăматкунсемпе вырсарникунсенче 8.50-9.00, 13.50-14.00, 17.50-18.00 сехетсенче итлеме пулать.