00:00 07 марта 2009 г.
Çамрăксене патриотла воспитани парас, вĕсен шухăш-кăмăлне çирĕплетес тата гражданла яваплăхне ÿстерес енĕпе Çĕмĕрлере çамрăк армеецсемпе çарпа патриотизм клубĕсем хушшинче «Ку тĕнчене пирĕн сыхласа хăвармалла» девизпа республикăри фестиваль иртнĕ. Унта районсемпе хуласенчен пурĕ 29 команда хутшăннă. Пирĕн район чысне Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти çамрăк армеецсем хÿтĕленĕ.
Фестивальти конкурссен итогĕсемпе пирĕн районăн «Орлята» команди виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Райадминистрацин информаци пайĕ.